12 марта 2015 г.
Паян Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче «Чӑваш орфографийӗ: ӗнер, паян, ыран» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта педагогсем, журналистсем, ӑсчахсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Мӗн пытармалли, тӗрӗс епле ҫырмалли пирки паян тӗрлӗрен шухӑшлакан пур. Унчченхи правилӑсене тавӑрмалла текенсем те, нимӗн те тӗкӗнмелле мар шухӑшлисем те тупӑнаҫҫӗ. Паянхи конференцире тухса калаҫнисенчен хӑшӗсем пӗр сӑмахах иккӗлле ҫырма май паракан самантсене пӗтермелли шухӑшли те сисӗнчӗ. Библие чӑвашла куҫарнӑ Ева Лисина, сӑмахран, унчченхи правилӑсемпе ҫыракан сӑмахсем ӑнланмалларах та, тарӑнрах пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать.
Шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсен сехечӗ шучӗ чакса пынӑ вӑхӑтра уйрӑм е пӗрле ҫырасси пирки тавлашни хисепе тивӗҫсӗр текен те тупӑнчӗ.
Конференцие Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Петр Краснов та хутшӑнчӗ.