23 июля 2008 г.
Çăмăл атлетикăна килĕштерекенсем, район шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнакансем çак хĕрачана курнах ĕнтĕ. Надя Чернова — чупассипе çеç мар, йĕлтĕрпе ярăнассипе те район чемпионки. Анат Тимĕрчкассинче çуралнă-скер, пĕчĕкрен спорта юратса ÿснĕ вăл. Пĕр урамри тантăшĕсемпе (Нина Терентьева, Наташа Алексеева, Таня Лукова) пĕрмаях тĕрлĕрен вăйăсем вылянă. Пĕр ывăнмасăр чупнă, сикнĕ... Каярах районта, республикăра палăрасса ун чухне шутламан та пулĕ.
Вăхăт вара пĕр чарăнмасăр малалла шунă. Хĕрача шкула та çÿреме пуçланă. Унта пĕрремĕш класран тăрăшса вĕреннĕ. Мария Григорьевна Григорьеван каларăшĕсене ăша хывса пынă, çĕннине пĕлесчĕ тесе çуннă. Пиллĕкмĕш класа çитсен спортпа та кăсăкланма пуçланă, çăмăл атлетика секцине çырăннă. Çакăнтан вара çăмăл атлетика енĕпе çыхăннă пĕр ăмăртуран та юлман. Кашнинче тенĕ пек малти вырăнсене йышăннă.
Кăçал Надежда Чернова Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче саккăрмĕш класс пĕтерчĕ. Питĕ сăпайлă хĕрача вăл. Çамрăкпа çамрăк пек, ватăпа ватă пек калаçма пĕлет. Юлташĕсем нихăçан та мухтаннине курман ăна.
Паянхи куна Надя миçе грамота-диплом, медаль илме тивĕç пулмарĕ-ши; Вĕренессипе те, обществăлла ĕçре маттур пулнипе те, спортра пысăк çитĕнÿсем тунипе тивĕçет вăл вĕсене. Надьăпа калаçнă майăн, хăш ăмăрту, хăш çĕнтерÿ пуринчен ытларах асĕнче юлнипе кăсăклантăм. «Кашни тупăшу хăйĕн хыççăн тарăн йĕр хăварать. Аса илмелли темĕн чухлех. Анчах та Шупашкар хулинче иртнĕ ăмăртура 2-мĕш вырăн йышăнни темрен те паха пулчĕ пулĕ»,— хуравларĕ Надежда. Çапла, спорт шкулĕсенче, Олимп резерв училищисенче вĕренекен хĕр ачасемпе вăй виçмелле пулчĕ çамрăк спортсменкăн. Çапах та çухалса каймарĕ вăл. Кашни кун ирттернĕ хăнăхăвĕсене пула 3 километрлă дистанцире II вырăн йышăнчĕ. Маттур, чăннипех те маттур Анат Тимĕрчкасси пики. Çак çĕнтерÿ хыççăн Надьăна ытти тренерсем те асăрхарĕç. Хăйсен шкулĕсене йыхравларĕç. Анчах та Надя хальлĕхе килĕшмерĕ-ха. «Камăн тÿпи пур санăн çĕнтерÿсенче?»— ыйтатăп Надьăран. «Паллах, физкультура учителĕн Валерий Иванович Плешковăн»,— тет вăл мана пĕр шухăшласа тăмасăр. В.И.Плешков чăннипех те хăйĕн ĕçне пĕлсе, юратса пурнăçланине кăтартса памаççĕ-и вара Надьăн çитĕнĕвĕсем;
Хĕр умĕнче халĕ çутă та таса çул. Ун тăрăх Надьăн хăрамасăр, çирĕппĕн, такăнмасăр утмалла пултăр. Çитĕнÿ яланах юнашар пултăр.
Источник: "Каçал Ен"