АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УПРАСЧĔ ÇАМРĂК ХУРĂНА

23 июля 2008 г.

 

Эпĕ час-часах вăрманта пулатăп. Сывлăшĕ те уçă, сывлăхшăн питĕ сиплĕ. Пире илемĕпе те илĕртет. Унта çитсен хăвна урăх тĕнчене, çăтмаха кĕнĕ пекех туятăн. Вăрман пирĕншĕн, çынсемшĕн, пурăнать, ĕçлет. Çурт-йĕр валли паха йывăçне те парса тăрать, вут-шанкине те унтанах илетпĕр. Çут çанталăк газĕпе усă куратпăр пулсан та, ял çынни вут-шанкăсăр пурăнаймасть. Выльăх апатне те, кăмпи-çырлине те, тутлă мăйăрне те шеллемест пирĕншĕн вăрман. Мĕнле кăна эмел курăкĕ сĕнмест пулĕ вăл. Ан ÿркен кăна! Кайăксем сана илемлĕ юрă-кĕвĕпе кĕтсе илни кăна мĕне тăрать! Хăвна çамрăкланнă пек туятăн.

Сиплĕ мунча милĕкне те пире кирлĕ чухлех парса тăрать вăрман. Хурăнран-и, юманран-и, çыхатăн — пурте сиплĕ. Эпĕ хурăн милĕкне ытларах кăмăллатăп. Çак кунсенче, çынсене кура, эпĕ те Комсомольски вăрманне милĕк хатĕрлеме кайрăм. Куратăп: манăн умĕн те кунта çынсем чылайăн пулнă иккен. Пĕрисем тирпейлĕ хăтланнă: аялти туратсене çеç иртсе илнĕ. Теприсем вара тăшманла, сăтăрла ĕç тунă.

Акă, умра авнă чух çурмалла хуçăла пуçланă çамрăк хурăн. Ун çумĕнче — тинтерех тĕпрен касса ÿкерни. Хитререх тураттисене милĕклĕх касса илнĕ, ыттисем хĕвелпе типсе выртаççĕ. Юнашарах иртнĕ çул касса пăрахни çĕрĕшсе выртать, текех вăл никама та кирлĕ мар, юрăхсăр, вилнĕ çамрăкскер.

Мĕн каланă пулĕччĕ-ши чĕлхи пулсан пире çак хурăн?

«Мана усал çын амантса хăварчĕ. Эпĕ, тен, çут çанталăк пулăшсан йăл илĕп-ха. Çапах манран çынна кăмăла каймалли йывăç пулаймĕ çав... Иртнĕ çул кÿршĕре ÿсекен çамрăк хурăна касса пăрахнине лесник курса Макçăм ятлă путсĕр çынна хытах хăтăрнăччĕ. «Эсĕ халиччен пĕр йывăç та лартса ÿстермерĕн, çамрăк хурăна ним шелсĕр касса пăрахрăн, намăс та мар-и сана». «Эсĕ лартман вĕт ку хурăна, хăех ÿснĕ вăл, Турă панă пире!»— теме пăхрĕ Макçăм. Айăпне туймарĕ пулас, кăçал ман кÿршĕри чипер çамрăк хурăна каллех тĕпрен касрĕ.

Çакăн йышши Макçăмсем çуркунне самай ÿснĕ яштака хурăна пуртăпа тарăн чутласа, хурăн «юнне» ĕçрĕç, йывăç асапĕ çинчен шутламарĕç те. Хăй лартса мĕн пĕчĕкрен пăхса ÿстернĕ, çут çанталăка юратакан çын вăрмана пĕр шелсĕр сиен кÿместех ĕнтĕ.

Вăрман — пирĕн пуянлăх, ăна кашнин упрама тăрăшмалла. Йывăçăн та чунĕ пур. Вăл та çут çанталăк ырлăхĕпе хăйĕн тивĕçне пурнăçласшăн. Вăрмана ырă сунса пыракана яланах хапăл йышăнать, кучченеçсĕр ăсатса ямасть.

Ырă тăвакана пирĕн те ырă тума тăрăшмалла. Мунча милĕкĕшĕн, хурăн шывĕшĕн сăлтавсăрах хурлантарас марччĕ пирĕн шурă хурăнсене.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика