23 июля 2008 г.
РЕСПУБЛИКĂРИ строительство организацийĕсен пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çак тапхăрта вĕсем 12,51 миллиард тенкĕлĕх ĕç тунă. Ку вăл иртнĕ çулхи шайран 109,1 процент пулать. «Монолитстрой» ООО, «Старко» фирма ООО, «Честр» АУО, «Су-Инкост» тата ыттисем ĕç калăпăшне чылай ÿстернĕ.
Кăрлач — çĕртме уйăхĕсенче строительство комбиначĕсем 3,32 миллиард тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. 2007 çулхи кăрлач — çĕртме уйăхĕсенчипе танлаштарсан 60,5 процент нумайрах. Строительство материалĕсен индексĕ иртнĕ çулхи çур çулхи шайран 123,3 процент пулнă. Техника изделийĕсем, керамика кирпĕчĕ, стена блокĕсем валли пухнă тимĕр-бетон, руда мар строительство материалĕсем туса кăларасси чылай ÿснĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта «ИСК» ООО, «Чебоксарский» ЯСК АХО, «ЧЗСМ» АУО, «Етĕрнери кирпĕч завочĕ» АХО, «Муркашри кирпĕч завочĕ» ООО, «Çĕрпÿри кирпĕч завочĕ» АУО, «Керамика» ООО, «Шупашкар керамики» АХО уйрăмах ăнăçлă ĕçленĕ. Строительство материалĕ хатĕрлекен предприятисем строительство организацийĕсене тата халăха материалсемпе туллин тивĕçтернĕ.
Уйăхри вăтам ĕç укçи ÿснĕ. Строительствăра вăл кăрлач — çĕртме уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 45,1 процент, строительство материалĕсен промышленноçĕпе 49,5 процент пысăкрах пулнă.
Республика строительство комплексне çĕнетме пĕрремĕш çур çулта 300 миллион тенкĕ ытла хывнă. «Атăлçи строительство ушкăнĕ» АУОра строительство валли шултра панельсем хатĕрлекен производствăна çĕнетсе çитернĕ, халĕ кунта финсен технологийĕпе строительство материалĕсем хатĕрлеççĕ. Çапла майпа республикăра шултра панельсенчен пурăнмалли çурт-йĕр тăвассине ÿстерме çирĕп никĕс хывнă. Комплекс хăвачĕ çулталăкра 300 пин тăваткал метр хваттер тума май парать. «Керамика» ОООра продукци номенклатурине анлăлатас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствинче çĕнĕ материалсемпе усă курасси малалла вăйланать, «Куславккари кирпĕч завочĕ» ОООра çулталăкра 20 миллион штук якатнă кирпĕч кăларакан завод тăваççĕ.
Пирĕн районта та строительство ĕçĕсем чарăнмаççĕ. Обществăлла çурт-йĕр хăпартаççĕ, çул-йĕр тăваççĕ. Уйрăм çынсем керменсем çĕклеççĕ, ялсенче çĕнĕ урамсем уçăлаççĕ. Темĕнле хĕн пулсан та, строительство материалĕсен хакĕсем «çыртсан та» ял çыннисем малашлăх пирки ĕмĕтленни паха.
Источник: "Каçал Ен"