23 июля 2008 г.
Районти 41 номерлĕ аптекăна куллен вун-вун çын килет. Пĕри эмел туянать, тепри хатĕр маç е раствор илесшĕн, виççĕмĕшĕ заказпа эмел илсе килме ыйтать. Кашнин ыйтăвне туллин тивĕçтерес тесе ĕçлеççĕ те кунти ĕçченсем. Туслă та тăрăшуллă коллектива 16 çул ĕнтĕ Людмила Викторовна Васильева ертсе пырать. Хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Людмили Викторовна тăрăшнипе аптека эмелсемпе пуян. Кунта халăха тĕрлĕ йышши эмелсемпе вăхăтра тивĕçтерес енĕпе тимлеççĕ. Мускав, Хусан, Чулхула, Шупашкар хулисенчи фирмăсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Фирмăсем эмелсемпе вăхăтра тивĕçтереççĕ. Заказ панă эмелсене пĕр кун хушшинче илсе килсе параççĕ. Çакă, паллах, пуриншĕн те меллĕ. “Район больниципе поликлиникăна, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсене хамăр хатĕрленĕ, стерилизациленĕ растворсемпе, препаратсемпе çителĕклĕн тивĕçтерсе тăратпăр. Аптекăн филиалĕсем те ĕçлеççĕ. Аслă Çĕрпÿел, Аслă Чурачăк, Çĕнĕ Мăрат, Шурут, Урмаел ялĕсенчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче, район центрĕнче, тĕп больницăра аптека пункчĕсем пур. Пунктсене кирлĕ эмелсемпе вăхăтра тивĕçтеретпĕр. Фельдшерпа акушер пункчĕсенчи фельдшерсем те ял çыннисем ыйтакан эмелсене пирĕн патра туянса, вĕсене илсе кайса пама пултараççĕ. Çак ĕçе те эпир çÿллĕ шайра йĕркеленĕ,”— тет Людмила Викторовна хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă май. Яваплăха туйса ĕçлекен, халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерекен туслă коллектива кăçал Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерстви диплом парса чысланă. Вĕсем “ Чи лайăх патшалăх аптека предприятийĕ” номинацире “Чи лайăх сиплевпе профилактика учрежденийĕ” ята, пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Паллах, çитĕнÿ пĕр-пĕринпе туслă ĕçлемесĕр пулмасть. Аптекăра вăй хуракан коллектив çамрăк мар, кунта пурин те ĕç стажĕ пысăк. Паха опытлă ĕçченсем тăрăшаççĕ. В.М.Райковăпа А.Н.Ильина фармацевтсем ĕçе вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. В.М.Сергеевăпа Г.Е.Матроскина ĕçченсем халăха рецептсемпе эмелсем параççĕ, кирлĕ эмеле суйласа илме пулăшаççĕ. Рецептпа эмел илекенсен йышĕ те самаях пысăк. Федераллă тата муниципаллă льготниксене тÿлевсĕр эмелсемпе тивĕçтереççĕ. 3 çула çитмен ачасем, йывăр çын хĕрамрăмсем те çăмăллăх майĕпе эмелсем илсе тăраççĕ. Çăмăллăх майпа эмелсемпе вăхăтра тивĕçтерес ĕçе директор çумĕ Зоя Степановна Чернова йĕркелесе пырать.
Медицина япалисен, ача-пăча валли кăларакан продукци ассортименчĕ пуян. Тĕрлĕ диагностика приборĕсем те туянма пулать. Унсăр пуçне “Оптика” уйрăмĕ ĕçлени паха. Кунта хăвна кирлĕ куçлăха туянма пулать. Галина Назаровна Трофимова ĕçчен куçлăхсене хăй те хатĕрлесе парать. Кунти куçлăхсен пахалăхĕ çÿллĕ шайра.
Апла пулсассăн аптекăра халăх ыйтăвне туллин пурнăçлас тесе ĕçлеççĕ. Аптекăна çынсем эмел илме çеç мар, куллен усă курмалли медикаментсем туянма килме те пултараççĕ. Эмел туянсан вара унпа усă курмаллине, ăна еплерех упрамаллине çирĕп пăхăнмалла.
Коллектив туслăн, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен çитĕнÿсем тума çăмăлрах. Малашне те сире ĕçре ăнăçу та çитĕнÿ сунатăп.
Источник: "Каçал Ен"