23 июля 2008 г.
Кăçалхи 6 уйăхра Комсомольски районĕнчи халăх хушшинче ерекен чир тĕслĕхĕ 650 тупса палăртнă. Çак чирсен шайĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 12,3 процент пĕчĕкрех пулнă. Инфекци чирĕсене пула 2165,3 пин тенкĕ тăкакланнă. Ытларах грипп тата ОРВИ (1346 пин тенкĕ), вăраха кайнă вируслă гепатит (956,3 пин тенкĕ), пыршăлăх инфекцийĕ (373,4 пин тенкĕ), туберкулез (333,8 пин тенкĕ) чирĕсенчен.
Пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан вируслă, респираторлă чирпе (1,1 хут), гриппа (4 хут), гепатитпа (3 хут), энтеробиозпа (1,3 хут), ветрянкăпа (2,1 хут) сахалрах чирлени палăрнă.
Çав вăхăтрах нозологи чирĕсен 7 тĕсĕ анлă сарăлнă. Пыршăлăх инфекцийĕпе, сальмонеллезпа, вирус гепатичĕпе, чĕр чун çыртнипе, лямблиозпа, аскаридозпа чирлекенсен шучĕ ÿснĕ.
Районта дифтери, корь, коклюш, менингококк инфекцийĕ, туляреми, маляри, риккетсиоз чирĕпе аптранă тĕслĕх пулман.
Туберкулезпа чирлисене Комсомольски, Шурут, Урмаел, Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕсенче тупса палăртнă.
Чĕр чун çыртнипе аптранă çынсен шучĕ 19,2 процент чухлĕ ÿснĕ. Ытларах Элпуç, Урмаел, Александровка ял поселенийĕсенче.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта паразитлă чирсен ушкăнĕнче энтеробиозпа 32, лямблиозпа 13, аскаридозпа 8, гименолепидозпа 1 тĕслĕх регистрациленĕ. Лямблиозпа ытларах Нĕркеç, Тĕвенеш, Чĕчкен, Хирти Шăхасан, Асанкасси, Васильевка, Луцки, Кайнлăк, Тукай, Анат Тимĕрчкасси, аскаридозпа — Комсомольски, Урмаел, Кивĕ Сĕнтĕр, Аслă Çĕрпÿел, Кĕтне Пасар, Янкасси çыннисем чирленĕ.
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан энтеробиозпа чирлесси 24 процент, СМУпа — 27 процент таран, ОРВИпе тата гриппа чирлесси 8,5 процент, 76,3 процент чухлĕ чакнă.
Источник: "Каçал Ен"