АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВИÇĔ ЫВĂЛ, ВИÇÇĔШĔ ТЕ САЛТАК

19 июля 2008 г.

 

Пĕр ывăнмасăр шаккать сехет. Çакă мана хамăр пурнăçах аса илтерет. Ара, ĕмĕр малаллах шăвать-çке.

“Тин çеç пĕчĕккĕччĕ-çке эсĕ, хăйăр купи çинче юлташусемпе выляса лараттăн, пĕр шухăшсăр чупаттăн, сикеттĕн, кулаттăн! Халĕ акă арçын та пулса тăтăн, Тăван çĕршыва сыхлама тивĕçлĕ пултăн!”— çапларах сăмахсем каларĕç тăванĕсем Саша Егорова ăсату каçĕнче.

...1983 çулта Анат Тимĕрчкасси ялĕнче çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Нина Николаевнăпа Илья Григорьевич Егоровсем ĕмĕре пĕрле туслăн пурăнса ирттерме, хуйха-суйха та, савăнăç-телее те çурмалла пайлама пĕр-пĕрне сăмах панă...

Çулсем иртрĕç. Çемье те хушăнсах пычĕ. Виçĕ ывăл кун çути курчĕ. Володя, Коля, Саша пĕр-пĕрне яланах пулăшса пычĕç, пĕр-пĕриншĕн тĕрек пулчĕç. Пĕрин хыççăн тепри шкула кайрĕç. Тăрăшса вĕренчĕç, ашшĕ-амăшĕн питне ыттисен умĕнче хĕретме памарĕç. Шкул пĕтернĕ хыççăн Володя Канашри педколледжра физкультура учителĕн профессине алла илчĕ. Коля та тепĕр çулах шкулпа сывпуллашрĕ. Вăл вара строителе вĕренме Çĕнĕ Шупашкар хулине çул тытрĕ. Саша кашни кунах шкул сукмакне такăрлатрĕ...

Акă, Коля та вĕренсе пĕтерчĕ. Часах ăна салтака илсе каяс сас-хура тухрĕ. Маттур каччă, ашшĕ пекех, Владивосток хулине лекрĕ. Моряк пулса тăчĕ. Пĕрмаях тăван киле хыпар ячĕ. Хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки ашшĕ-амăшне пĕлтерсех тăчĕ. Çакă Нина аппапа Илюк тетешĕн темрен те паха пулчĕ.

Коля çулталăка яхăн службăраччĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтра Володя алла диплом илчĕ. Часах ăна та çар комиссариатĕнче повестка пачĕç. Çапла вара Егоровсен аслă ывăлĕ те салтак тивĕçне пурнăçлама пуçларĕ. Унран та çырусем час-часах килсе тăчĕç. Екатеринбург хулине лекнĕскер, тăван ялшăн, килшĕн еплерех тунсăхланине пытармарĕ.

Вăхăт хăй еккипе малалла шурĕ. Ыттисемшĕн кунсем çиçĕмле хăвăртлăхпа иртсе кайнă чухне Егоровсем вăхăт иртменнипе асапланчĕç. Кашни кунах ывăлĕсем пирки шухăшларĕç. Чылай хушă çыру килмесен Нина Николаевна çĕрĕпе куç хупаймастчĕ. Ара, анне чĕри çапла-çке вăл. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсем пиркиех пĕр чарăнмасăр шутлать. Тĕлпулу саманчĕ çитессе чун пек кĕтет.

Коля кайнăранпа икĕ çул çитрĕ. “Часах киле çитетĕп”,— çырса ячĕ вăл салтакран янă юлашки çырура. Çак йĕркесене вуласан Егоровсем пĕр чăтăмсăр çав кун çитессе кĕтрĕç. Коля тинех тăван яла таврăнчĕ. Тахçантанпах курман ашшĕ-амăшĕпе, шăллĕпе, тăванĕсемпе, юлташ-пĕлĕшĕсемпе курнăçрĕ, тăраничченех пуплерĕ.

Тепĕр икĕ çултан Володя та Анат Тимĕрчкассине çитрĕ. Икĕ çул яланхилле, тепĕр çулталăк контракт мелĕпе службăра пулчĕ вăл. Çапла вара Егоровсен икĕ ывăлĕ те тăван çĕре таврăнчĕç.

Çак вăхăтра Саша та шкул пĕтерчĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытса Шупашкар хулинчи ял хуçалăх академине вĕренме кĕчĕ. Агроном пулас ĕмĕтпе пурăнчĕ каччă. Пĕрремĕш курс хыççăн хăйĕн ирĕкĕпех çара кайма шут тытрĕ. Çапла вара Тимĕрчкасси халăхĕ Егоровсен виççĕмĕш ывăлне те çĕршыва тивĕçлĕн сыхлама ăсатрĕ. Кăçалхи çурхи призывпа çара кайрĕ Саша, Хабаровск хулине лекрĕ вăл. Уйăх çитрĕ ĕнтĕ Александр Егоров ялпа сывпуллашнăранпа. Çулталăк хăвăрт иртсе каясса, ывăлĕ кĕçех килессе кĕтеççĕ халĕ Егоровсем.

Çапла, пĕрин хыççăн теприне салтак пулмалăх çитĕнтерме хальхи вăхăтра кашниех пултараймасть. Егоровсем вара виçĕ ывăлне те арçын тивĕçне пурнăçлаттарчĕç. Патвар та маттур ывăлĕсемпе мухтансан та намăс пулмĕ вĕсене.

“Ача амăшĕ-героиня” ятне памалла ăна”,— теççĕ Анат Тимĕрчкасси çыннисем Нина аппа пирки. Эпĕ те çаплах шутлатăп. Ăна малашне те чăтăмлăхпа вăй çеç сунатăп. Кинсемпе, мăнуксемпе савăнса пурăнмалла пултăр.

Ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче Егоровсем. Хисеплет вĕсене ял-йыш.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика