АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂÇТАРАХ-ШИ ÇАК ÇУРТ, ĂÇТАРАХ ÇАВ УРАМ?

19 июля 2008 г.

 

Раççей Федерацийĕн Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2010 çулхи юпа уйăхĕнче Раççейре черетлĕ çырав пулмалла. Унăн тĕллевĕ — халăхăн çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономикин малашлăх аталанăвне палăртма кирлĕ йышĕ, вăл Раççей территорийĕнче вырнаçни пирки тата ытти енĕпе тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ илесси.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене пурнăçлас ĕçе Чăвашстат хăнăхрĕ темелле пулĕ: ултă çул каялла Раççей халăхĕн, 2006 çулта ял хуçалăх çыравĕсем ăнăçлă иртрĕç. Çывхарса килекеннине те тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ патшалăх статистикин службин ĕçченĕсем. Кунта Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне йĕркелес енĕпе ĕçлекен комиссин тата коллегин анлă ларăвĕ пулнă. Ăна асăннă тытăмăн территори органĕн ертÿçи Ю.Марков ертсе пынă. Юрий Климентьевич палăртнă тăрăх, республикăри район-хулара çырава хатĕрленсе ирттерес енĕпе комиссисем туса хунă, вĕсене район администрацийĕсен ертÿçисем е вĕсен çумĕсем ертсе пыраççĕ. Пур çĕрте те ларусем пулнă. Ю.Марков хăй вĕсенчен саккăрăшне хутшăннине асăннă.

ПАТШАЛĂХ статистикин федераци службин Чăваш Республикинчи территори органĕн ертÿçин çумĕ Л.Егорова хатĕрленÿ мероприятийĕсене пурнăçласси çинче тĕплĕ чарăнса тăнă.

— 2008 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче эпир çак ĕçе йĕркелесе пыма тивĕç органсен мероприятисене еплерех ĕçе кĕртмеллин мониторингĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврăмăр, — терĕ вăл. — Унта йышăнусем кăларас, комиссисем туса хурас тĕлĕшпе хушусене, кăтартусене пурнăçламаллине палăртнăччĕ. Çав комиссисем пур ĕнтĕ, унăн членĕсем тивĕçсене уçăмлатнă, чылайăшĕ хĕрÿ ĕçе пикеннĕ те.

Çырав кампанине хатĕрленнĕ тапхăрта адрес хуçалăхне йĕркене кĕртесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ шутланать. Аншлагсем пуррипе çуккине тишкерес, урамсен ячĕсене, çуртсен, подъездсен, хваттерсен номерĕсене тĕрĕслес енĕпе халĕ республикăри район-хулара Чăвашстатăн тĕп тата ертсе пыракан специалисчĕсем-эксперчĕсем хĕрсех ĕçлеççĕ.

Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур çурт-йĕртен 27,7 пинне е 62 процентне тĕ- рĕсленĕ, вĕсенчен 3 пинĕшĕнче тĕрлĕ çитменлĕх тупнă: чылайăшĕнче номер паллисем пулман, пуррисем те хăрса-тутăхса ларнă е вĕсене çиелтен сăрласа хунă.

Яллă вырăнти лару-тăрăва хальлĕхе чаплă теме çук. Унта çурт-йĕрĕн 65 процентне тĕпченĕ. Çитменлĕхĕсем унта та çÿлерех асăннă йышшисемех. Шел те, вĕсенчен хăтăлас ĕç вăраххăн пырать-ха. Тĕрĕссипе, адрес хуçалăхне тивĕçлипе хаклассине Улатăр, Канаш хулисенче, Елчĕк, Вăрмар, Çĕрпÿ, Муркаш, Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Красноармейски районĕсенче вăраха янă.

Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне хатĕрленсе кĕтсе илес енĕпе Чăвашстатра штатра тăман служба туса хунă (сăмах май, кунашкал тытăм, Ю.Марков çирĕплетнĕ тăрăх, çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен район-хулара та йĕркеленет), унăн специалисчĕсем те тĕрĕслеве пуçаруллă хутшăнаççĕ. Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче вĕсем суйласа илсе 212 урама, 5197 çурта тишкернĕ, çитменлĕхсем тупса палăртнă.

Тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвне Чăвашстат ертÿçи Ю.Марков анлă ларура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ ячĕпе яма алă пусса çирĕплетнĕ.

Адрес хуçалăхне йĕркене кĕртесси, тĕрĕссипе, 2010 çулхи çыравшăн кăна мар, пирĕнтен кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ.

Аслă ăру çыннисене уйрăмах çывăх пĕр юрăра сăнарлăн каланă евĕр: “Ăçтарах-ши çак çурт, ăçтарах çав урам;”— текелесе пайтах пуçа ватма, иртен-çÿ- рене ыйтса чăрмантарма тивет хăш чух. Çавăнпа та урамсемпе тăкăрлăксен ячĕсене, çуртсен, подъездсен номерĕсене уçăмлă та курăмлă çырса çапмаллах. Çак ĕçе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, тирпей-илем кĕртекен управлени çыннисен, кооператив комитечĕн членĕсен уйрăмах хастар хутшăнмалла. Хваттерсен номерĕсемшĕн те яваплăха вĕсем çинех тиесшĕн пулчĕç анлă ларăва пухăннисем, çапах та ку вĕсен хуçисен тивĕçĕ мар-и;

Чăвашстатăн Улатăр, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне хулисенчи тĕп специалисчĕсем çырăнтарăва кĕтсе илес енĕпе хăйсен тăрăхĕнче туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарнă. Пĕтĕмлетсе каласан ку енĕпе пур çĕрте те хĕрÿ ĕçе пикеннĕ, тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме пĕрлехи вăйпах кÿлĕнеççĕ. Ертÿçĕсенчен пулăшу кĕтнине те пытарман вĕсем, çырава халалласа Чăвашстат çуртĕнче вырнаçтарнă евĕр пуян стендсем, диаграммăсем кирлине хăюллăнах пĕлтернĕ.

Анлă ларура миграци, шалти ĕçсен службисен яваплă çыннисем тухса калаçрĕç, çĕршыв пĕлтерĕшлĕ пысăк мероприятие ирттерес тĕлĕшпе хăйсем пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарнă.

Ю.Марков палăртнă тăрăх, çывхарса килекен халăх çыравĕ 2002 çулхинчен кăштах уйрăлса тăрать. Сăмахран, ун чух Д-1 ыйтăм кашни тăваттăмĕш хуравлакана пырса тивнĕ, 2010 çулта вара ăна кашни пиллĕкмĕш кăна пурнăçлать. Ыйтса пĕлмелли тăватă мелпе (эксперт — киле пырса, конверт-ыйтусене парса хăварса, телефон — шăнкăравласа, стационар — пырса хуравласа) усă курма пултараççĕ.

— Çыравсем ирттерес енĕпе пиçсе çитрĕмĕр. Социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ тăнăç пулсан черетлĕ мероприятие те ăнăçлă та кăтартуллă ирттерме пирĕн май çителĕклех,— çапла пĕтĕмлетнĕ юлашкинчен Юрий Климентьевич.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика