19 июля 2008 г.
Вут-кăварпа асăрханусăр пулни инкек патне илсе çитерет. Пушартан хăрушши нимĕн те çук. Этемлĕх вут-кăварта мĕн чухлĕ çухату тунине шутласа та кăлараймăн. Çулсерен нумай çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать, пурлăх çунса кĕлленет. РФ Чрезывчайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа пирĕн республикăра 682 пушар пулнă. Тăкакĕ — 24,5 миллион тенкĕ. Вутра 63 çын пурнăçĕ татăлнă, çав шутра — 3 ачан, 41 çын вут-çулăмра сусăрланнă. Вăрмансенче 45 пушар тухнă.
Акă кăçал районта 11 пушар пулнă, пĕлтĕр çак вăхăтра 14 хутчен вут-çулăм алхаснă. Унта 280 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ, пĕлтĕрхи тăкак 480 пин тенкĕпе танлашнă. Пушарсем ытларах уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче пулаççĕ. Чылай чухне вара электрооборудовани юсавсăррине пула шар кураççĕ. Хăшĕ-пĕри пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене те пăхăнмасть. Кăçал Шурут ял поселенийĕнче 4 пушар тухрĕ. Пĕлтĕр унта пĕр хутчен вут-çулăм алхаснăччĕ.
Пушарсен сăлтавĕсем те тĕрлĕрен. Ачасем шăрпăкпа выляни инкек патне илсе çитерет. Çакăн пирки вĕсене çине-çинех асăрхаттарасчĕ.
Шăрăх вăхăтра уйрăмах тимлĕ пулмалла. Кил-çурт таврашĕнче ятарлă савăтсенче шыв тытмалла, пушар тухсан тÿрех усă курма май пултăр.
Дачăсенче те пушар хăрушлăхĕ пирки манса каймалла мар. Хуçасем вĕсене кирлĕ пек пăхса тăмаççĕ, юсавсăр электропроводкăсемпе усă кураççĕ. Вăхăтра асăрханни темрен паха.
Вăрмана кайсан вут-кăварпа уйрăмах асăрхануллă пулăр.
Источник: "Каçал Ен"