19 июля 2008 г.
Юнкун, июлĕн 16-мĕшĕнче, районта пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕ Иван Моторин, физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, “Чувашрессовпроф” председателĕ Анатолий Коршунов хутшăннă. Вĕсем ял тăрăхĕсенче, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Хальхинче пĕрлехи информаци кунĕн программи хăйнеевĕрлĕхпе палăрнă. Унта хутшăннисем Республика кунне Шупашкарта, Муркаш тата Йĕпреç районĕсенче мĕнле ирттерни пирки каласа панă. Вырăнти ял поселенийĕсенче тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас ыйтăва хускатнă. Ялта пурăнакан халăха тулли пулăшу парас енĕпе калаçу пулнă. Вĕсен пурнăçĕ çулран-çул лайăхланса пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ.
Иван Моторин ертсе пыракан ушкăн райпо магазинĕсемпе, уйрăм çынсен суту-илÿ точкисемпе туллин паллашнă. Ĕçлĕ ушкăн чи малтанах “Гастроном” магазинра пулнă. Халĕ кунта хуларинчен пĕрре те кая мар. Илемлĕ те хăтлă, таса. Тавар туянакансен кăмăлне тивĕçтерме ассортимент пуян. “Торговый домра”, «Салон услугра» пулса курнă. Асанкасси ялĕнчи “Лесное” кафепе те кăмăллă пулнă министр. “Кооператор” производство комбинатне те çитсе курнă хăнасем. Кунта ĕç вĕресе тăрать. Унти ĕçченсем те маттур, палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçлаççĕ.
Хăнасем “Слава” ЯХПК, “Кызыл сабанча” фермер хуçалăхĕн, “Слава картофелю” агрофирма уй- хирĕсене те çитнĕ.
ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пулнă. Кунта халĕ спортзал тăвассине вĕçлес енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ, вырăнти стадиона хута ярас енĕпе те тăрăшаççĕ. А.Яковлев та вĕренÿ çулĕ тĕлне палăртнă объектсене хута ямаллине çирĕплетнĕ.
Аслă Чурачăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Лукиянов ялти ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Ялсенче пурăнма, çамрăксене аталанма пĕтĕм услови пур. Урамсене çул сарма тĕллев лартнă.
Çитес вăхăтра Урмаелĕнче стадион тăвас ыйтусене сÿтсе явнă. Часах кунта футбол, хоккей площадкисем пулмалла. Комсомольскинче те спорт комплексĕ тума палăртнă. Апла пулсассăн район шав малалла аталанать. Кунта пурăнма та, канма та пур услови те пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"