16 июля 2008 г.
Шупашкар тата Чăваш Республикин митрополичĕ, çветтуй Варнава пилленипе утă уйăхĕн 14, 15, 16-мĕшĕсенче Комсомольски район территорийĕнче патша çемйине вĕлернĕренпе 90 çул çитнине асăнса хĕреслĕ çул çÿрев (крестный ход) иртнĕ. Çак çул çÿрев Луцки ялĕнче çветтуй шыв кĕлли хыççăн пуçланнă. Комсомольски, Кĕçĕн Каçал, Хурнай, Тăманлă Выçли, Вутлан, Çĕнĕ Мăрат, Тукай, Шурут, Йÿç Шăхаль, Юнтапа, Хирти Выçли, Элпуç, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Хирти Шăхасан, Хирти Мăнтăр, Кивĕ Сĕнтĕр, Луцки ялĕсене çитнĕ. Сăваплă çул çÿреве кăмăл тăвакансемпе пурне те хутшăнма ирĕк панă. Кашни ялтах çынсем хĕреслĕ çул çинчисен ретне тултарсах пынă.
Çул çÿрев вăхăтĕнче Турра ĕненекенсен типĕ тытмалла. Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче кăнтăрла иртни 2 сехет хыççăн, хĕреслĕ çул çÿрев иртсен, Луцки ял чиркĕвĕнче çĕрĕпе тăсăлакан асăну иртмелле.
Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче 8 сехетре çылăхсене каçарассипе кĕлĕ иртет. Кунта та кăмăл тăвакансем пурте хутшăнма пултараççĕ. Çул çÿрев вăхăтĕнче ялсенче çветтуй патшан хĕн-асап курнă çыннисен ячĕпе кĕлĕ вулаççĕ.
Сăваплă ĕçе ытларах ватă çынсем хутшăннă. Хĕвел хĕртнине пăхмасăр вĕсем малалла утнă. Вăй пĕтсен «ГАЗель» автомашина çине ларса сывлăш çавăрнă. Турă сăваплă ĕçшĕн чăтăм панă ĕнтĕ çул çÿреве тухнă çынсене.
Источник: "Каçал Ен"