16 июля 2008 г.
Çанталăк йĕпе-сапаллă тăни пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсене чарса тăчĕ. Халĕ çанталăк лайăхланчĕ. Ĕçсен хăвăртлăхĕ ÿсмелле.
Июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне районĕпе 4566 гектар нумай çул ÿсекен курăксем çулнă. Пĕрремĕш хутне çуласси вĕçленнĕпе пĕрех. Нумай хуçалăхра пĕр çул ÿсекен курăксен уйĕсенче ĕçлеççĕ. Ăна кăçал 1920 гектар çинче çитĕнтернĕ, 380 гектарне çулнă.
Районĕпе хальлĕхе утă 2837 тонна пур. Уйрăмах ку енĕпе “Слава” (350 тонна), “Труд” (300 тонна), “Госсорткомиссия” (230 тонна) хуçалăхсем лайăх ĕçлеççĕ. Çавăн пекех “Искра” колхозпа “Дружба” ял хуçалăх кооперативĕнче те кăтартусем аван.
Ял хуçалăх предприятийĕсем 13078 тонна сенаж хатĕрленĕ. Ку енĕпе “Восток” (1700 тонна), “Урожай” (1576 тонна), “Луч” (1500 тонна), “Искра” (1200 тонна), “Асаново” (1170 тонна) хуçалăхсем тăрăшуллă пулнине палăртмалла.
Вырмаччен нумай вăхăт юлмарĕ. Анасен хĕррисене çулмалла. Йĕтемсемпе кĕлетсене те çĕнĕ тырă йышăнма хатĕрлессине васкатмалла.
Источник: "Каçал Ен"