АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕЛЕЙЛĔ МĂШĂРСЕМ НУМАЙЛАНСАХ ПЫЧЧĂР

16 июля 2008 г.

 

Çулсерен районта çамрăксем çемье çавăрнин шучĕ ÿссе пыни савăнтарать. Акă, кăçал та кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен 94 мăшăр пĕрлешнĕ, 158 ача (вĕсенчен 72 ывăл, 86 хĕр ача) çуралнă. 8 ачан ашшĕ камне палăртнă, 12 çын хушамат улăштарнă. 66 пепке çемьере пĕрремĕш, 57 — 2-мĕш, 35 — 3, 4, 5-мĕш пулнă. Анчах та хăш чухне мăшăрсем пĕр чĕлхе тупайманни кулянтарать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 26 çемье арканнă. Çав вăхăтрах 194 çын пурнăçран уйрăлнă.

“Пирĕн ĕç питĕ кăсăклă та, яваплă та. Халăхпа ĕçлесси, вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтересси чуна савăнтарать. Çамрăксем мăшăрланас шутпа е ача çуралнине пĕлтерме килсен чĕререн хĕпĕртетпĕр. Тепĕр чухне вара çемьери йывăр лару-тăрăва пула мăшăр уйрăлма шутлать. Шел пулин те, çакăн пек хыпарпа кăмăла хуçакансем çук теейместпĕр”,— ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать районти ЗАГС ĕçченĕ С.П.Портнова.

“Ытларах кĕркунне (кĕр мăнтăрĕ пек тулăх пурнăçра пурăнас тесе-ши?) тата хĕлле çемье çавăраççĕ çамрăксем. Кунне 13—14 мăшăр çырăнтарса та курнă. Çулталăкра пĕр эрне те тенĕ пек туйсăр иртмест. Телейлĕ мăшăр сăн-пичĕ çинчи хаваслă кулла курсан чун савăнать”,— пĕлтереççĕ ЗАГС ĕçченĕсем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика