16 июля 2008 г.
Республикăра çулсеренех пушар хуралĕнче ĕçлекенсем хушшинче ăмăртусем йĕркелеççĕ. Унта пирĕн районти 31-мĕш пушар чаçĕнче вăй хуракансем те хутшăнаççĕ. Кăçал вăл Шăмăршă районĕнче иртнĕ. Кăнтăр районĕсенчи командăсем хушшинче пирĕн районтан та пулнă. Шăмăршăсем те, елчĕксем те, патăрьелсем те, йĕпреçсемпе тăвайсем те çĕнтерÿçĕ пулассишĕн хĕрÿ тупăшнă. Шăмăршăсем Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи пушар хуралĕнче ĕç- лекенсене те ăмăртăва чĕннĕ.
Малтанах 100 метрлă дистанцие тĕрлĕ чăрмавсене парăнтарса чупса ăсталăхпа, хăвăртлăхпа палăрнă. А.Н.Жуков иккĕмĕш кăтарту тунă. Команда та иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Ун хыççăн пушар ĕçченĕсем 4 хутлă çурта чикмексене пĕр хутран тепĕр хута çĕклесе хăпартса тупăшнă. Кунта та Андрей чи пултарулли пулнă. Команда пушар хуралĕнче ĕçлекенсен ăсталăхне пула 1-мĕш вырăн йышăннă.
Чи кăткăс конкурссенчен пĕри — тăсăлакан чикмеке малтан пушар автомашини çинчен илсе, 30 метра чупса кайса, çÿллĕ çурта хăпарасси. Кунта вăй-хал, хăвăртлăх, пултарулăх кирлĕ. А.Н.Жуковпа А.А.Жирнов пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмен. М.Ю.Жирновпа И.М.Порфирьев 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Команда кăтартăвĕ — 1-мĕш вырăнта.
Пушар машинине вут-кăвара сÿнтерме хатĕрлесе, шлангсене инçете тăсса кайса мечĕке шывпа сапса антарас енĕпе кăнтăр районĕсенчи командăсенчен пирĕннисене çитекенни çук. Кăçал та çаплах пулнă. Команда ăсталăхне, ĕçсене пĕр-пĕрне ăнланса пурнăçланине пула комсомольскисем 1-мĕш вырăн йышăннă. Конкурссен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем тăрăх та 31-мĕш пушар чаçĕн спортсменĕсем чи мала тухнă. Вĕсен августăн 15-мĕшĕнче Канашра иртекен республикăри ăмăртура район чысне хÿтĕлемелле пулать. Командăна 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ С.А.Алексеев хатĕрлесе, хавхалантарса пынă. А.Н.Жуков, М.Ю.Дряблов, Ю.Н.Иванов, А.А.Жирнов, И.Н. Порфирьев, Г.Н.Крылов чăннипех те пушар хуралĕн ăста ĕçченĕсем пулнине çирĕплетсе панă. Вĕсем хаклă парнене, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Малашне те вĕсене ăнăçу сунар.
Источник: "Каçал Ен"