16 июля 2008 г.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинче ялта тавар туса илекенсенчен тырă туянас ыйтупа канашлу иртнĕ. Уй-хирте ĕççие пуçăнасси инçе мар ĕнтĕ. Ставрополь, Краснодар крайĕсенче, Ростов облаçĕнче хĕрсех тырă выраççĕ, кунта малтанхи миллион тоннăсене пухса илнĕ ĕнтĕ. Раççей ял хуçалăх министрĕ Алексей Гордеев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çĕршывра 90 миллион тонна таран тырă пухса илме шанăç пур. Чăваш Ен хресченĕсем ăна ытти çулхинчен 25 процент нумайрах тĕшĕлесе илесшĕн.
Михаил Игнатьев министр канашлура çакна аса илтернĕ: утă уйăхĕн юлашки вунă кунлăхĕнче республика уй-хирĕнче ĕççие пуçăнмалла. Çав вăхăт тĕлне хатĕрлев организацийĕсен меллĕ хакпа тырă туянма хатĕр пулмалла. Пĕлтĕр агропромышленноç комплексĕн чылай организацийĕ тырă туянмашкăн çăмăллăх кредит илме васкаман. Каярахпа, хаксем ÿссен, ял аграрийĕсен тăкак тÿсме тивнĕ.
Патшалăх тырă туса илекенсене те, ăна туянакансене те пур енлĕ пулăшма тăрăшать. Çĕнĕ тырă туянма организацисене кăçал та çăмăллăх кредит параççĕ. Çакна та палăртмалла: правительство кредит илекенсене процентшăн тÿлемелли укçана 100 проценчĕпех тавăрса пама йышăннă. Урăхла каласан — процент ставкине федераци тата республика бюджечĕсенчен тавăрса параççĕ.
«Россельхозбанк» АУОн Чăваш Республикинчи филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская пĕлтернĕ тăрăх, хатĕрлев организацийĕсемпе тирпейлекен промышленноç предприятийĕсенчен хальлĕхе кредит илес текенсем нумаях мар. Михаил Игнатьев çак ĕçе утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчен вĕçлеме кирлине палăртнă.
Хатĕрлев организацийĕсем тырă тирпейлекенсене кивçен укçа парса пулăшаççĕ. Ун пек предприятисенчен пĕри — «Чăваштырăпродукчĕ» патшалăх унитари предприятийĕ. Унăн генеральнăй директорĕ Павел Деомидов пĕлтернĕ тăрăх, тырă хатĕрлес енĕпе ăнăçлă ĕçлекен предприятисене кивçен укçа пама хальхи вăхăтра килĕшÿсем тăваççĕ. Тырă сутăн илнисĕр пуçне предприяти хуçалăхсене тырă типĕтме тата тасатма пулăшать. Халĕ çав ĕçсемшĕн тÿлемелли хаксен прейскурантне хатĕрлеççĕ, вĕсене Чăваш Республикин АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комиссипе Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕнче, утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче, пĕлтереççĕ. Улатăрти комбикорм завочĕ те яла çавăн пек пулăшу пама хатĕр. Унăн талăкра 1 пин тонна тырă типĕтмелĕх хăват пур.
Источник: "Каçал Ен"