АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧАСЕМ КАНАÇÇĔ, ВĂЙ ХУРАÇÇĔ

12 июля 2008 г.

 

Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ хыççăн ачасен канăвне тивĕçлĕ йĕркелес енĕпе Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Правительствисем чылай ĕç тăваççĕ. Пирĕн район администрацийĕ те ку енĕпе ятарлă постановлени кăларнăччĕ. Вăл пурнăçланать. Вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсем ĕçпе кану лагерĕсенче канаççĕ. Канаççĕ çеç мар, шкулсен хушма хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Акнă, лартнă пахчаçимĕçе шăвараççĕ, çумкурăкран тасатаççĕ.

Районти ачасем валли социаллă страховани фончĕ республикăри кану лагерĕсене кайма путевкăсем уйăрать. Кăçалхи икĕ сменăпа канма эпир 72 ачана путевка патăмăр. Вĕсем Канаш районĕнчи «Космонавт» тата «Цивиль» лагерьсенче сывлăхĕсене çирĕплетĕç. Çак лагерьсенче канса килнисем кăмăллă юлнă. Унта культура, спорт мероприятийĕсем чылай йĕркелеççĕ. Шкул ачисене 3-мĕш сменăна яма та путевкăсемпе тивĕçтеретпĕр.

Социаллă страховани фончĕ ачасене çав лагерьсене канма яма путевкăсем уйăрать. Вăл смена июлĕн 28-мĕшĕнчен пуçланать. Районти шкулсем çумĕнчи лагерьсенче 925 ача каннă. Вĕсене валли кунне пирĕн фонд кашнине 45-шер тенкĕ уйăрнă.

Лайăх каннă, сывлăха çирĕп-летнĕ, савăннă хыççăн çитес вĕренÿ çулне хавхаланупа кĕтсе илме те аван-çке.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика