АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШЫВРИ ХĂРУШЛĂХСЕНЧЕН СЫХЛАНМАЛЛА

12 июля 2008 г.

 

Çуллахи шăрăх кунсем çитрĕç. Ку вăл ачасен урамра чупмалли, шыва кĕрсе рехетленмелли тапхăр. Чăнах та çу кунĕсем çитсен ача-пăча шывран тухма та пĕлмест. Анчах та, “Ыррипе усалли юнашарах çÿрет”,— теççĕ. “Шывăн турачĕ çук”,— тенине те илтнĕ ĕнтĕ. Шыва кĕнĕ вăхăтри асăрханусăрлăха пула тĕрлĕ инкек сиксе тухма пултарать. Нумай чухне çынсем пĕлмен е шыва кĕме юраман объектсенче шыва кĕреççĕ. Ытларах чухне çакă илсе çитерет те инкек патне. Акă, тĕслĕхрен, кăçалхи çĕртме уйăхĕнчех хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнине пула республикăра 6 (вĕсенчен пĕри 5 çулти ача) çын пурнăçран уйрăлнă. Пирĕн тăрăхра та кун пек тĕслĕхсем пулнă. Пĕлтĕр çулла Асанкасси ялĕнчи пĕр арçын шыв авăрĕнчен хăтăлайман. Хырай Ĕнелпе Элпуç ялĕнчи 2 ачана аслисем вилĕмрен хăтăлса юлма пулăшнă.

Шăрăх кунсенче ача-пăчана шыва кĕме кайма чараймастăн. Çавăнпа та аслисене пулма пултаракан инкекрен сыхланма ыйтас килет. Ачасене хăйсене кăна шыв хĕррине ярас марччĕ, пĕлмен вырăнта шыва кĕме чарасчĕ, шыва кĕнĕ вăхăтра хăйсене мĕнле тытмаллине каласа ăнлантарасчĕ.

Пурте шыва кĕнĕ чухне пĕрин çыран хĕрринче юлмаллах, шыврисене сăнаса тăмалла. Эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн шыва ан кĕрĕр. Çак ансат правилăсене пăхăнсан шыва кĕнĕ чухне инкек пулмĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика