АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУЛ ÇИТМЕН АЧАСЕМПЕ ĔÇЛЕÇÇĔ

12 июля 2008 г.

 

Обществăлла воспитательсем пурнăçра йывăрлăха лекнĕ, социаллă пулăшу кирлĕ, наркотик е ытти психотроплă пуçа минретекен япаласемпе, сăра-эрех е спирт хутăшлă продукцисемпе усă куракан, çавăн пекех йĕркене пăсакан çул çитмен ачасемпе ĕçлет. Вĕсене тепĕр хут йăнăш çул çине тăрасран хăтарас шутпа профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ, тĕрлĕ мероприятисене явăçтараççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çул çитменнисем сиенлĕ йăласенчен писчĕр, пурнăçра кăсăклине тупчăр тесе тăрăшаççĕ.

Обществăлла воспитатель çул çитмен ачасен ĕçĕсене пăхса тухас, вĕсен прависене хÿтĕлес, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çамрăксене реабилитацилес (айăпсене сирес) енĕпе ĕçлекен комиссипе çирĕп çыхăну тытать. Вăл çак ĕçсене çул çитмен ачан ашшĕ-амăшĕпе, шкулти вĕрентÿ коллективĕпе, милици сотрудникĕсемпе пĕрле пурнăçлать.

2008 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти çул çитмен ачасен комиссийĕн учетĕнче çул çитмен 15 çамрăк (вĕсенчен сăнав вăхăтĕнче условлă майпа тăракансем 3-ĕн). Вырăнти самоуправлени депутачĕсене, вĕрентÿ уйрăмĕн ĕçченĕсене те ун пек ачасем патне çирĕплетнĕ. 6 уйăхра Комсомольски районĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче 56 çамрăкăн, ашшĕ-амăшĕн ĕçне пăхса тухнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика