АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОМИ РЕСПУБЛИКИНЧЕН ÇĔНТЕРŸПЕ ТАВРĂННĂ

12 июля 2008 г.

 

Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, июлĕн 4—5-мĕшĕсенче Коми Республикинчи Сыктывдински районĕнче регионсем хушшинчи халăх юррисен юбилейлă V «Завалинка» фестивалĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчен пирĕн районти «Каçал» фольклор ансамблĕ те хутшăннă. Вĕсем 1-мĕш вырăн йышăннă, лауреат ятне çĕнсе илнĕ.

Фестивале мĕнле кайса килнине, унтан епле кăмăл-туйăмпа таврăннине каласа пама ансамбль ертÿçинчен В.П.Павловран ыйтрăмăр.

— Эпир Комсомольскинчен июлĕн 2-мĕшĕнче тухса кайрăмăр. Ушкăнра 12 юрăçă тата водитель. Çул çинче 1 талăк пултăмăр. Пирĕнпе пĕрле республикăри халăх творчествин çурчĕн пай заведующийĕ С.Г.Лаврентьева та пычĕ. Автомашинăпа пынă май тавралăха сăнаса пыма интереслĕ пулчĕ. Пирĕн çул Мари Эл Республикипе Киров облаçĕ витĕр иртрĕ. Çул çинче пĕчĕк ялсем нумай. Анчах та вĕсечен нумайăшĕ юхăннă. Çурчĕсем кивĕ, çĕр çумне çыпçăнманни анчах. Ялĕсенче пурăнакансем те 2—3 çемьерен ытла мар пулĕ.

Сыктывдински района çитсенех пире «Олимпиец» гостиница комплексне кĕрекен пĕр коттеджа вырнаçтарчĕç. Унта Раиса Сметанина йĕлтĕрçĕ, Олимп чемпионкин ячĕпе олимп резервĕсен шкулне уçнă. Çамрăксемпе спортăн тĕрлĕ енĕпе тренировкăсем ирттереççĕ. Рочевсем (ашшĕпе ывăлĕ), Н.Бажуков, Р.Сметанина лартнă чăрăшсен аллейинче те пулса куртăмăр. Кăмăллă халăх пурăнать Комире. Хăйсен халăх тумтирлĕ çынсем те фестивале чылайăн килнĕ. Район пуçлăхĕ, хăй национальноçĕпе нимĕç пулсан та, коми халăх тумне тăхăннă. Пăртак каннă хыççăн пире Коми Республикин тĕп хулине Сыктывкара курма экскурсие илсе кайрĕç. Пирĕн тĕп хуламăр, Шупашкар, Сыктывкартан илемлĕрех, тирпейлĕрех. Хулара ытларах йывăç çуртсем. Кунта ĕлĕкех ремесленниксем йышлă пурăннă.

Пире коми халăхĕн йăли-йĕрки, вĕсем уява мĕнле ирттерни те интереслентерчĕ. Çавăнпа та халăх хушшине кĕрсе тĕрлĕ çĕре салантăмăр. Чăваш халăх тумĕ пире ытти çынсенчен уйăрса тăчĕ.

Мана ал ĕç ăстисен выставки кăмăла кайрĕ. Мĕн кăна çук-ши унта! Тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Хамăр патра хăшпĕр япаласене курман та. Вĕсене пурне те йывăçран ăсталанă. Илемлĕхĕпе, хăйнеевĕрлĕхĕпе чун-чĕрене тыткăнларĕç. Выставка питĕ пысăк. Çĕр-çĕр япалана куракансен куçĕ умне кăларнă. Курма çеç мар, кăмăла каяканнине туянма та пулать. Эпир те шăхличĕсем илтĕмĕр. Ăçта иккен вăрман пуянлăхĕ! Вăл пире тăрантарать, хитре япаласем хатĕрлеме материалсем парать. Савăт-сапа, кил-тĕрĕшре кирлĕ хатĕрсем илемлĕхĕпе куçа илĕртеççĕ.

Çывăх вăхăтра коми халăх ремеслине вĕрентес енĕпе училище уçас шухăшĕсем те пур. Ку кирлех. Халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварни, çитĕнекен ăрăва асаттесен ăсталăхне алла илме пулăшни, коми халăхĕшĕн çеç мар, чăваш çыннисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ.

Коми Республикинче вăрман пысăк лаптăк йышăнать. Ялсем пĕр-пĕринчен 30—50 километрта вырнаçнă. Вĕсем те вăрман варринче лараççĕ. Пынă май упа та, пăши те куртăмăр. Хĕл кунĕсенче çул çинче автомашина çĕмĕрĕлсе ларсан е топливо пĕтсен шăнса вилме те пулать пулĕ. Мĕншĕн тесен куçăм çукпа пĕрех. Эпир пынă вăхăтра пĕр 10 автомашина куртăмăр-и е çук та.

Июлĕн 4-мĕшĕнче Сыктывдински районĕнчи Пажга поселокĕнче уяв пулчĕ. Финляндирен, Киров облаçĕнчен килнĕ коллективсемпе эпир те унта хутшăнтăмăр. Асăннă поселок аванах пысăк, уявра та çын нумайччĕ. 20 минутра анатри чăвашсен юрри-ташшине кăтартса патăмăр. Куракансем пире хапăлласа йышăнчĕç. Спорт ăмăртăвĕсене хăйнеевĕр ирттерчĕç. Çирĕп вăй-халлисем сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Пирĕн ансамбльти Н.Кисапов та тупăшăва хутшăнчĕ, приз çĕнсе илчĕ.

Ун хыççăн кафене илсе кайрĕç. Апат çинĕ хыççăн П.Бариновпа Н.Кисапов «Ехал я из Берлина» юрра шăрантарчĕç. Кайран пирĕн ансамбль 4 тĕрлĕ чăваш ташшине кăтартса пачĕ. Уявра та, кафере те фестивале Мускавран килнĕ жюри членĕ пирĕн пултарулăха сăнаса, хак парса тăнă, иккен. Эпир çакна кайран çеç пĕлтĕмĕр.

Пажга поселокĕнче Вăрнар районĕнчи Синер ялĕнче çуралса ÿснĕ пĕр хĕрарăмпа тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл чăвашсем Комине панулми, çĕрулми тата ытти пахчаçимĕç сутма пыни, вĕсем патне чарăнни çинчен каласа пачĕ.

Июлĕн 5-мĕшĕнче, ирхине 10 сехетре, фестиваль-конкурс пуçланчĕ. Унта 44 коллектив хутшăнчĕ. Коми Республикинчи коллективсемсĕр пуçне Финляндирен, Анат Тагилтан, Воркутаран, Воронеж, Киров, Вологда, Волгоград, Чулхула, Мурманск, Новосибирск, Курган облаçĕсенчен, Ненец автономи округĕнчи Нарьян-Мар хулинчен, Тутарстан Республикинчен юрра-ташша юратакансен ушкăнĕсем килсе çитнĕ. Сцена çине эпир 13-мĕш тухрăмăр. Ансамбль хамăр районти Çĕнĕ Кипеçри Ф.Михайловăран çырса илнĕ «Ешĕл йăмра çулçи» юррине шăрантарчĕ, чăваш ташшине кăтартрĕ. Ытти коллективсем пĕр юрăпа çеç сцена çине тухнă пулсан, пире икĕ номерпа пултарулăха кăтартма ирĕк пачĕç.

Конкурс хыççăн 15 сехетре гала-концерт пуçланчĕ. Унта 33 коллективăн чылай номерĕсене суйласа илнĕ. Концерта ертсе пыракан темиçе хутчен те «Народный коллектив из Чувашии» тесе калани пире хавхалантарчĕ, çунатлантарчĕ. Эпир сцена çине «Тăван ту айккинче ут çулать» юрăпа тата ташăпа тухрăмăр. Жюри мĕн калать-ши; Ку хумхантарчĕ. Жюри председателĕ, паллă юрăç, Раççей халăх артисчĕ Сергей Захаров, членĕсем — Мускавран тата Санкт-Петербургри «Белый день» ансамбль ертÿçисем. Эпир малти вырăна йышăнасси пирки ĕмĕтленмен те. «Халăх юррисенче наци йăли-йĕркине кăтартнăшăн» номинацире «Пĕрремĕш вырăна, фестиваль лауреачĕн ятне Чăваш Республикинчи Комсомольски районĕнчи «Каçал» фольклор ансамблĕ çĕнсе илчĕ» тесен пирĕн чун-чĕресенче ниçта шăнăçайми савăнăç хуçаланчĕ. Диплома тата хаклă парнене — кĕске хумлă кăмакана (микроволновая печь) — Сыктывдински район пуçлăхĕ Артур Альбертович Рудольф хăй аллипе пачĕ. Каярахпа темиçе хутчен те пирĕн пата пырса сăн ÿкерттерчĕ. Чăваш Республики çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕ. Чăвашра унăн чи çывăх юлташĕсенчен пĕри пурăнать иккен.

Фестиваль курма унта пурăнакан чăвашсем питĕ йышлăн килнĕ. Вĕсен хушшинче пирĕн районти Кĕтне Пасар ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Б.Сугоров та пулчĕ. Вăл — Коминче паллă журналист. Коми Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, писатель. Нумай вăхăт вăл çак республикăра ĕçлесе пурăнать. Хальтерех çеç 400 страницăран тăракан кĕнеке кăларнă. Культурăпа çыхăннă çитес изданире пирĕн коллектив çинчен те çырма, сăн ÿкерчĕксем вырнаçтарма пулчĕ. Фестивале «Культура» канал, Коми Респуликин телевиденийĕ ÿкерчĕ. Асăннă республикăри хаçат-журналсем те сăн ÿкерчĕксем турĕç. Чăвашсен пултарулăхĕ кăмăла кайни тÿрех курăнчĕ. Фестивале пынисене анатри чăвашсен халăх тумĕ тĕлĕнтерчĕ. «Чăвашсем çавăн пек пуян пурăнаççĕ-и?», «Ĕлĕк те çапла пулнă-и?»— тесе ыйтакансем чылай пулчĕç. Пирĕн хĕрарăмсем тăхăннă хушпусене тыта-тыта пăхрĕç. Ĕлĕк çак хушпусем йăлтах кĕмĕл укçасенчен пулнă тесен, тĕлĕнчĕç. Шутласа пăхăр, унта мĕн чухлĕ укçа кайнă! Ман шутпа, хамăр халăх юрри-ташшипе, тумсемпе эпир фестивале хутшăнакансене савăнтарса хăвартăмăр. Коми Республикинче пурăнакан чăвашсем халĕ мăнаçланма пултараççех.

«Каçал» халăх фольклор ансамблĕнчи артистсене те ятран асăнса хăварас килет. Артистсем тесех каламалла. Сцена çинче вĕсем чăннипех те хăйсене юрă, ташă ăстисем пек тытрĕç. Н.И.Кисапов, В.Н.Григорьев, П.А.Баринов, В.Н.Батюков, Е.И.Воронова, В.Н.Хораськина, З.Ф.Морозова, З.В.Егорова, В.Ф. Шимонис, Л.Н.Карзакова, А.А. Владимирова халăх юрри-ташшине кăмăлланипе ансамбле çÿреççĕ. Коллектива эпĕ, В.П.Павлов ертсе пыратăп. Пирĕн репертуарта Комсомольски районĕнчи ялсенчи юрă-ташă çеç. Вĕсене эпир ялсем тăрăх тухса çÿресе, халăх юррине асра тытакан çынсенчен çырса илетпĕр. Çак тĕллевпе хамăр концертсемпе ĕçлесе илнĕ укçаран диктофон туянтăмăр. Çулçÿрев пирки сăмаха малалла тăснă май, пире пине яхăн километрта вырнаçнă Коми Республикине илсе кайса килнĕ район администрацийĕн культура пайĕн водительне А.Г.Тимофеева та ырăпа асăнмасăр хăварас килмест.

Тав сăмахĕ каламалли çынсем татах та пур. Вĕсем — пире пулăшакансем. «Слава картофелю» агрофирма (Х.Идиатуллин), райпо (Е.Карпеев), «Нур» ООО (З.Заргиров), «Стройсервис» ООО (Ф.Рахимзянов), район администрацийĕн культура пайĕ инçе çула тухса кайма укçа-тенкĕ уйăрса пачĕç.

Коллектив çулран-çул ăсталăхне ÿстерсе пырать. Пĕлтĕр Чулхула облаçĕнче иртнĕ «Хрустальный ключ» фольклор фестивалĕнче 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Кăçал вара — пĕрремĕш. Апла пулсан, «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ малашне те çĕршыв шайĕнче чăваш йăли-йĕркине, юрри-ташшине халăха кăтартĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика