12 июля 2008 г.
Раççейре рынок хутшăнăвĕсем вăй илсех пыраççĕ. Çавăнпа предприятисемпе организацисем туса кăларакан продукци, пурнăçлакан ĕç пахалăхĕ çине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн районти “Çăкăр завочĕ” ОООра та кун пирки тăтăшах шутлаççĕ. Шутлаççĕ çеç мар, туса кăларакан продукци ассортиментне ÿстерсе пыраççĕ. Унччен кунта çăкăр-булка çеç пĕçерсе кăларнă пулсан, халĕ кондитер изделийĕсем те тăваççĕ, пулă тăварлаççĕ. Мĕн тăвăн; Рынок çĕнĕлĕхсем, пахалăх кĕтет.
— Чăннипех те çапла. Çăкăрпа булка изделийĕсем тĕлĕшпе пирĕн конкурентсем пур. Уйрăм предпринимательсем Шупашкартан та, ытти хуласенчен те çăкăр илсе килеççĕ. Ăна хамăр патăрти уйрăм предпринимательсем те пĕçереççĕ. Çавăнпа та пирĕнтен директор çирĕп ыйтать. Пахалăхлă çăкăр-булка изделийĕсем хатĕрлеме çĕнĕ оборудовани, чĕр-тавар туянма тăрăшать. Юлашки çулсенче эпир Швецире тата хамăр çĕршывра туса кăларнă çĕнĕ йышши кăмакасем туянтăмăр. Уйăхра 40—45 тонна таран çăкăр-булка пĕçеретпĕр. Вĕсене тĕрлĕ суту-илÿ вырăнĕсене хамăр транспортпах кайса паратпăр,— каласа парать тĕп бухгалтер Р.П.Буланкова.
Раиса Пантелеймоновна çăкăр заводĕнче 24 çул вăй хурать. Ĕç опычĕ пысăк. Тĕрлĕ директорпа ĕçлеме тивнĕ унăн. Хальхи ертÿçĕ, Физикать Рифгатович Абитов, пирки ыррине çеç каларĕ. Завод ĕç-хĕлне рынок экономикин саккунĕсене пăхăнса ертсе пырать. Производствăна çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшать,— амăшĕн сăмахне çирĕплетет Ольга Николаевна Жирнова бухгалтер. Шут ĕçне вĕсем иккĕшех туса пыраççĕ.
“Çăкăр завочĕ” ООО çăкăр-булка çеç мар, пĕремĕксем тата ытти кондитер изделийĕсем те туса кăларать. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ку енĕпе производство ÿсрĕ.
Хăш-пĕр цифрăсене пăхса тухар-ха. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çăкăрпа булка 240 тонна (пĕлтĕрхи çак вăхăтра 236 тонна) пĕçерсе хатĕрленĕ. Кондитер изделийĕсем енĕпе те кăтартусем ÿснĕ. “Пирĕн продукцие Шупашкар, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Канаш тата ытти çĕртен килсе илеççĕ. Кондитер изделийĕсен ассортименчĕ пысăк (40 тĕрлĕ).
Коллективра 48 çын ĕçлет. Вĕсем хушшинче çак заводра нумай çул вăй хуракансем те пур. В.П.Сумзина, Г.Т.Ярхунова 30 çул ытла тăрăшаççĕ. Вĕсем çак вăхăтра паха опыт пухнă, ăсталăха ÿстерсе пынă. Çамрăксем Валентина Петровнăпа Гелине Тимергалеевнăран тĕслĕх илсе ĕçлеççĕ.
Коллектив 2007 çулхи пĕрремĕш çур çулта 5 миллион та 715 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă пулсан, 2008 çулхи çак тапхăрта 9 миллион та 309 пин тенкĕлĕх апат-çимĕçре усă курмалли продукци хатĕрлеме пултарнă. Вĕсене суту-илÿ предприятийĕсене ăсатнă. Тăрăшать районти çăкăр завочĕ, рынок хутшăнăвĕсен кăткăс лару-тăрăвĕнче çухалса каймасть. Малаллах ăнтăлать.
Источник: "Каçал Ен"