12 июля 2008 г.
Çанталăк çумăрлă тăрать. Ут çи вăхăтĕнче çакă уйрăм çынсене те, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене те чăрмав кÿрет. Апла пулин те, ял хуçалăх предприятийĕсем кашни уяр кунпа усă курма тăрăшаççĕ.
Хальлĕхе районĕпе 4057 гектар нумай çул ÿсекен курăксем çулнă. “Дубрава”, “Рассвет” ял хуçалăх кооперативĕсем, “Слава картофелю” агрофирма, “Родина” ООО, Атласкинăн, “Кызыл сабанча” фермер хуçалăхĕсем тата хăш-пĕр предприятисем пĕрремĕш хутне йăлтах çулнă.
Сенаж хывас ĕç малалла пырать. Паянхи куна пурĕ 10 пин тонна ытла çак апат пур. “Восток” ял хуçалăх кооперативĕ 1500 тонна, “Луч” кооператив 1200 тонна сенаж янтăланă. “Труд”, “Асаново”, “Урожай” хуçалăхсенче те ку енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ.
“Слава” (350 тонна), “Труд” (268 тонна), “Искра” (225 тонна), “Дружба” (155 тонна) хуçалăхсем утă хатĕрлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Çĕрулми уйĕнче те ĕç чарăнса тăмасть. Йăрансене çырса кăпкалатаççĕ, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран, çумкурăксенчен, чир-чĕртен имçамсем сапаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"