АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВАТĂСЕМ ЧĔРЕРЕН ТАВ ТĂВАÇÇĔ

09 июля 2008 г.

 

1994 çулхи юпа уйăхĕнче Каçал тăрăхĕнче ваттисен тата сусăрланнисен пĕрремĕш çурчĕ уçăлнă. Малтанах Çĕнĕ Мăратри хÿтлĕх «керменĕнче» пулăшусăр 12 ватă пурăннă. Ватăсен çурчĕн пĕрремĕш ĕçченĕсем Галина Евграфовăпа Марфа Соловьева кунта пурăнакансен хăтлăхĕшĕн 2 çул чунтан тăрăшнă. 1996 çулта ватăсене пăхас ĕçе Валентина Уткинапа Нина Майорова пуçăннă. Çăмăл пулман иккĕн 12 çынна пăхма. Вĕсен ĕçне çăмăллатас тесе 2002 çулта ваттисен çуртĕнче Любовь Андриянова ĕçлеме пикеннĕ. Паянхи кун унта виççĕн вăй хураççĕ. В.Уткина — ертÿçĕ, Л.Андрияновăпа Е.Чубукова — социаллă ĕçченсем. Вĕсем ватăсене тутлă апатпа сăйлаççĕ, çуртра тирпей-илем кÿреççĕ, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ, кунта пурăнакансене эрнере пĕрре мунча хутса кĕртеççĕ, япалисене çăваççĕ.

Йывăр шăпаллă, пурнăçăн хура-шурне нумай тÿснĕ çынсем пурăнаççĕ кунта. Пурин те çамрăклăхĕ, выляс-кулас вăхăчĕ вăрçă çулĕсене лекнĕ. Хăрушă тапхăрта ырми-канми ĕçленĕшĕн нумайăшĕ тыл ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче — З.С.Андреева, Ф.П.Мазова, А.Я.Яковлева, А.И.Семенова. А.Я.Яковлева тивĕçлĕ канăва тухичченех Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче математика предметне вĕ-рентнĕ. Сусăрланнă çынсем те кунтах хÿтлĕх тупнă. Е.А.Соловьевăпа (II ушкăн инваличĕ) А.П.Петрова (I ушкăн инваличĕ) пурăнаççĕ ватăсен çуртĕнче. А.И.Иванова, Н.И.Иванова, Р.В.Васильева кунта Канаш тăрăхĕнчен килнĕ. Мĕнле сăлтав илсе çитерет-ши çак çурта ватăсене; Нумайăшĕн ачисем çук е вилнĕ, теприсен кил-çурчĕ юхăннă. Хăйĕн нушаллă пурнăç çулĕ çинчен Ф.П.Мазова каласа пама кăмăл турĕ.

Вăл 1930 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралнă. 1946 çулта амăшĕ пурнăçран уйрăлнă. Мĕнех тăвайнă-ши 6 тĕпренчĕкне (кĕçĕнни Миша 1,4 çулта) ура çине тăратассишĕн вăрçăран хăрах урасăр таврăннă ашшĕ; Пĕтĕм йывăрлăх 16 çулти хĕрĕн черчен хулпуççи-йĕсем çине тиеннĕ. Çав вăхăтрах вăл кĕтÿ кĕтме те, пăру пă-хма та ĕлкĕрнĕ. Пĕррехинче çемьене палламан çынсем пырса кĕнĕ. 3 тĕпренчĕке ача çуртне илсе каясшăн пулнă. «Хам выçă ларатăп, анчах ачасене тĕнчене салатмастăпах»,— пулнă ашшĕн сăмахĕ. Çакăнпа вĕçленмен-ха Хветуç аппан хуйхи-суйхи. Тăван амăшĕ вилсен килсе кĕнĕ ама çури амăшĕ уйрăлнă чух выçлăхран сыхланса юлмалли пĕртен-пĕр çăлăнăçа ĕнене туртса илесшĕн суда панă. Каярах Феодосия Павловна Мускав облаçĕнчи Солнечногорск районĕнче торф кăларнă çĕрте 6 уйăх ĕçленĕ. 1952 çулта Николай Прокопьевич Мазовпа пĕрлешнĕ. Ахаль те сахал мар терт-нуша витĕр тухнă çынна Турă ача-пăчаллă пулма пÿрмен. Упăшки пĕвер чирĕпе чирлесе вилнĕ. Пĕччен юлнă-скере шăпи кăмăллă çынсем патне илсе çитернĕ. «Кунта ырă чунлă çынсем ĕçлеççĕ, лайăх пăхаççĕ, анчах килтен хакли мĕн пултăр»,— тет Хветуç аппа. Йăмăкĕсемпе шăллĕсем килсех çÿреççĕ ун патне, çамрăк чухне амăшĕ вырăнне юлнă аппăшне асĕнчен кăлармаççĕ.

Ĕçсĕр тунсăхласа лармаççĕ кунта пурăнакансем. Арлаççĕ, çыхаççĕ, пахча таврашĕнче те мĕн вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ. Çулĕсене пăхмасăр юрра-ташша ăста. Ваттисен кунĕ, Çĕнĕ çул уявĕ, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ хаваслă иртеççĕ кунта. Культура ĕçченĕсем, шкул ачисем çулсеренех тĕрлĕ концертсемпе савăнтараççĕ. Кăçал уйрăмах (Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнипе-ши;) концертсемпе пуян пулнă çулталăкăн пĕрремĕш çурри. Çĕнĕ Мăрат, Тăманлă Выçли, Асанкасси, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕсен ачисем чăн-чăн уявсем парнелерĕç ватăсене. «Уйрăмах Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ тĕлĕнтерчĕ, учительсемпе вĕренекенсем парнесемпех килсе çитрĕç»,— каласа парать Валентина Карповна. Спонсорла пулăшу паракансене те ырăпа аса илет ертÿçĕ. «Заря», «Рассвет», «Пайгас», «Восток» ял хуçалăх кооперативĕсем çĕрулмипе, Шурут мăнастирĕ кишĕрпе, çĕрулмипе, А.И.Михайлов купăстапа тивĕçтернине асăнчĕ. Мария Григорьевна Аксянова кăçалхи Мăнкун уявĕнче ватăсене çăмартапа сăйланă. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем вара çулсерен пахча чавма, çимĕçсем акса ÿстерме пулăшаççĕ ваттисен çурчĕн ĕçченĕсене.

Йывăр ĕç вăл ватăсене пăхасси. Вĕсен кăмăлне юрама, пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Чăтăмлă, ăшă чунлă çынсемсĕр май килместех кунта. Валентина Уткинан, Елена Чубукован, Любовь Андриянован вара ку енсем пурах. Малашнехи ĕçре те вĕсене тÿсĕм, сывлăх, ватăсене вара вăрăм ĕмĕр сунар.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика