АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂМĂЛЛĂ ТАВРĂНЧĔÇ

09 июля 2008 г.

 

Унчченхи çулсенче çар сборĕсене час-часах ирттернĕ. Юлашки 20 çулта вара вăл япала пулман. РФ Правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн, запасра тăракан çар çыннисене кăçал Пермь крайне пуçтарнă. Июнĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи запасра тăракан 300 граждан унти çар чаçне тухса кайнă. Вĕсен йышĕнче пирĕн район çыннисем 14-ăн. Сбор пирки тĕплĕнрех каласа пама районти çар комиссарĕнчен А.А.Мауринран ыйтрăмăр.

— Сбора унччен танкист, БМП водитель-механикĕ, водитель пулса служба ирттернĕ çынсене пуçтартăмăр. Запасри çар çыннисене суйласа илнĕ чухне уйрăм критерисене шута илнĕ. 45 çул тултарман, сывлăх енчен тивĕçтерекен, судпа айăпланман, çемьери лару-тăру аван граждансене сбора пухрăмăр. Çапла вара Пермь крайне райпоран С.Н.Толстов, В.Н.Розов, И.И.Прохоров, «Кооператор» ОООран В.М.Михайлов, «Слава картофелю» агрофирмăран В.В.Егоров, «Луч» ЯХПКран Ф.В.Яковлевпа В.И. Ефремов, «Восток» ЯХПКран С.В.Хлебников, «Рассвет» ЯХПКран В.В.Тихонов, «Пайгас» ЯХПКран С.И.Чаев, «Слава» ЯХПКран А.Г.Тарасов, «Пласт» ОООран А.Ф.Константинов, вăхăтлăха ĕçсĕр тăрса юлнă В.П.Комиссаров, Г.В.Парщук Пермь крайĕнче июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен пулчĕç.

Ял поселенийĕсенчи специалистсем сбора кайма çынсем суйласа илес тĕлĕшпе пысăк ĕç тунине палăртмалла. Пурĕ 205 кандидат пулчĕ. Чи тивĕçлисене суйласа илтĕмĕр. Уйрăмах ман Тукай, Элпуç, Комсомоль-ски ял поселенийĕсенчи специалистсем тăрăшуллă пулнине палăртас килет. Çав вăхăтрах Чĕчкен, Урмаел, Шурут, Асанкасси ял поселенийĕсенчен запасра тăракан пĕр çар çыннине те сбора тăратаймарĕç.

Сбор вăхăтĕнче граждансем çар техникипе ĕçленĕ. Танксене юсаса хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах салтак пăттине тутанса курнă, çар пурнăçне алла илнĕ. Вĕсем палаткăсенче пурăннă. Сборсемпе район гражданĕсем кăмăллă юлни палăрать. Çар комиссариатĕнче иртнĕ тĕлпулура вĕсем питĕ хавхаланса калаçрĕç, интереслĕ самантсене аса илчĕç. Сбор хыççăн граждансене черетлĕ çар званийĕ панă. Рядовойсем кĕçĕн сержат, кĕçĕн сержантсем сержант пулса тăчĕç. Пермь крайне кайнисене çар служащин должноçĕпе килĕшÿллĕн укçа тÿленĕ. Унсăр пуçне ĕç вырăнĕнче те ĕç укçи сыхланса юлнă. Çар командованийĕ пирĕн районти запасри çар çыннисене тав тунă, Хисеп грамотисем панă. Каларăмăр ĕнтĕ, Пермь крайĕнчи гарнизонра вĕсене питĕ килĕшнĕ. Унта культура, социаллă объектсем чылай пулнине палăртрĕç. Çар хăнăхăвĕсем ирттерме те, канма та условисем çителĕклĕ, апат енчен те лайăх. Çапла пулчĕ вĕсен сăмахĕ.

Сбора кайса паянхи çар службипе паллашни запасра тăракан, вăхăтлăха ниçта ĕçлемен 2 çамрăка çĕнĕ хавхалану кĕртрĕ пулмалла. Вĕсем контрактпа çара кайма кăмăл турĕç. Çар комиссариатне контрактпа Самар облаçĕнчи 15-мĕш уйрăм мотострелковăй батальона кайма заявлени çырчĕç.

Сбор вăхăтĕнче чылай тус-юлташ тупрĕç. Вĕсемпе çыхăну тытма пултарчĕç. Вăхăтлăха çар чаçĕнче пулнипе район çыннисем кăмăллă юлчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика