АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 100 ÇУЛА ÇИТМЕ ВĂЙ-ХАЛ СУНАÇÇĔ

09 июля 2008 г.

 

Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Анна Осиповна Краснова (Осипова) — районта чи ватă хĕрарăмсенчен пĕри. Кăçалхи июлĕн 11-мĕшĕнче вăл 99 çул тултарать. Ачалăхĕ, пурнăçĕ çăмăл килмен пулин те çав çула çитме пултарнă. Анна амăшĕнчен улттăра тăлăха юлнă. Ашшĕне астумасть те. Виçĕ пиччĕшĕ, икĕ аппăшĕ те çамрăк. Аслисем мăшăрланса пĕтсен шăллĕпе ăна ача çуртне пама йышăннă пулнă. Ялта пурăнакан аппăшĕпе йыснăшĕ ача пăхакан кирлĕ тесе шăллĕпе иккĕшне хăйсем патне хăвараççĕ. Ÿсерехпе хĕрача килти ĕçсене тума пуçлать. Каярах кучер вырăнне лашапа çÿреме тытăнать. Виçĕ пиччĕшĕнчен пĕри çеç вăрçăран таврăнать. Хĕр çулне çитнĕ çитменех, 17-ре ăна Иван Краснова качча параççĕ. Ачаллă пулсан мăшăрне шалкăм çапать. Темиçе уйăх вырăнпа выртнă хыççăн, уксах пулса юлать. Ачисем пĕринчен тепри пĕчĕк. Аннан пур ĕçе те хăйĕн тума тивет. Кил-çуртра та пуçтармалла, халăхпа пĕрле хирте те ĕçлемелле. Çурлапа тырă вырать вăл, лашапа кĕлте турттарать. Пысăк кĕлтесене çÿллĕ капан çине ывăтнă. Пур ĕçе те ăçтан асăнса пĕтерĕн; Кĕçех куккăшĕ ăна капан тунă çĕре илет. Колхозри лашасене те пăхать вăл. Унта Дарья Муравьевăпа пĕрле ĕçлет.

Анна Осиповнăпа Иван Васильевич 8 ача çуратнă. Шел, виçĕ ачи çамрăклах вилнĕ. Пилĕк ачине вара ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, специальноç илме пулăшнă. Гришăпа Николай, Канашри механизаци шкулне пĕтернĕ хыççăн, трактористсем пулса тăраççĕ. Сергей Çĕрпÿри техникума вĕренсе пĕтерет. Мария коопераци техникумĕнче пĕлÿ илет. Эльвира финанс техникумĕнче ăс пухать. Вĕсем халĕ пурте, Гришăсăр пуçне (вăл 76 çула çитсен çĕре кĕчĕ), тивĕçлĕ канура.

Анна Осиповнăна кĕçĕн ывăлĕпе кинĕ Людмила пăхса пурăнаççĕ. Яланхи пекех, Питравра çуралнă кунне паллă тума ачисем, 14 мăнукĕ, 20 мăнмăнукĕ, мăнмăнукĕсен 3 ачи пуçтарăнаççĕ. Вăл кун пуçтарăннисем пурте ăна саламлĕç, татах та пурăнма сывлăх, вăй-хал сунĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика