09 июля 2008 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн июнĕн 30-мĕшĕнчи 193 номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районти Николай Иванович Кошкинпа Альбина Григорьевна Лебедевăна «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят панă.
192 номерлĕ постановленире вара Вера Николаевна Андреевăна, Нина Васильевна Черновăна, Петр Степанович Юманова тата Александра Алексеевна Ятмановăна «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят парасси çинчен каланă. Ентешĕмĕрсене хисеплĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"