АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клиентсен ыйтăвне туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ

05 июля 2008 г.

 

Хальхи вăхăтра кредит илмен çемье районта сахал пуль. Тем тума та илетпĕр ăна: çурт-йĕр, хваттер, автомашина, йăлари техника, тум-тир туянма, юсав ĕçĕсем валли, çутçанталăк газĕ кĕртме тата ытти те. Кредит паракан организацисем те çулсерен йышланса пыраççĕ: банксемпе кредит кооперативĕсемсĕр пуçне магазинсем те хăй-сен таварĕсене çак майпа туянма сĕнеççĕ. Çакă халăхшăн меллĕ ĕнтĕ, пухăннă укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулсан та ĕмĕтленнĕ япалаллă пулма май пур. Шалуран уйăхсерен тÿлесе çеç пыратăн.

РФ Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440 номерлĕ уйрăмĕн Комсомольскинчи

4440/024 номерлĕ хушма офисĕ те кредит парассипе нумай ĕçлет. Е.С.Кополухина заведующипе 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулăн хăш-пĕр пĕтĕмлетĕвĕсем, ĕçри çĕнĕлĕхсемпе проблемăсем çинчен сăмах пуçартăм.

– Елена Сергеевна, Сирĕн офис тĕрлĕ йышши кредит парать. Каласамăр, халăх хушшинче мĕнле йышшисем ытларах сарăлнă?

– Чи нумай илекен кредит – килти хушма хуçалăха (ЛПХ) аталантарма параканни. Унра çынсене проценчĕ пĕчĕкки илĕртет. Çулталăк пуçланнăранпа ăна 36 миллион та 329 пин тенкĕлĕх панă. Юсав ĕçĕсем тума, хваттер е çурт-йĕр тума, туянма укçа-тенкĕ илекенсем те питĕ йышлă. Мĕншĕн тесен вĕсене нумай вăхăтлăха, 30 çул таран, параççĕ, проценчĕсем те çав тери пысăк мар. Акă, кăçал пурăнмалли çурт-йĕр туянма-çĕклеме кредит уйăрасси пирки 17 миллион тенкĕлĕх килĕшÿсем тунă. Юлашки çулсенче автокредитовани модăна кĕчĕ, 6 уйăхра ăна 5 миллион тенкĕлĕх илнĕ. Халĕ банк килти хушма хуçалăх валли пĕчĕк габаритлă транспорт (УАЗ, Газель, 100 лаша вăйлĕ техника) туянма кредит пама пуçларĕ. Кăçалхи 6

уйăхра пирĕн офис панă пур кредитсен пĕтĕмĕшле сумми 63 миллион тенкĕпе танлашрĕ.

– Кредит вăл – кивçен укçа. Вăхăтра парса татман парăм пирки тăван-пĕлĕшсем, юлташ-кÿршĕ хушшинче чылай чухне хирĕçÿ тухать. Заемщиксем вăхăтра тÿлесе пыманни те пулать-и?

– Паллах. Заемщиксем хушшинче те тĕрлисем пур. Пĕрисем маларахах та тÿлесе пыраççĕ, теприсем уйăх вĕçĕчченех тăсса пыраççĕ. 2–3 уйăх тÿлеменнисем те пур. Ун пеккисене аса илтерсех тăрас пулать. Кредит илнĕ çыннăн ĕç вырăнне шăнкăравлама тивет. Çак енĕпе ял хуçалăх кооперативĕсемпе, предприяти-организацисемпе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Темиçе асăрхаттарса та банка килсе курăнман çынсемшĕн вара поручителĕсен тÿлеме тивет. Хальхи вăхăтра пирĕн патра судăн 2 решенийĕ пур, вĕсемпе килĕшÿллĕн заемщикăн тата поручителĕн шалăвĕнчен укçа тытăнать.

Кредита вăхăтра тÿлеменни заемщикшăн хăйшĕнех кутăнла çаврăнса тухать. Кашни кунах процент ÿсет-çке. Килти хушма хуçалăха аталантарма илнĕ кредита тÿлеменни вара ăна субсидилеме чарса лартасси патне илсе пырать.

– 2007 çул вĕçĕнче банк çуртĕнче банкомат уçăлнăччĕ. Унпа йышлăн усă кураççĕ-и?

– Паянхи куна сберкарта тытакансен шучĕ 2 пин çынран иртнĕ. Çак хисеп малашне татах ÿссе пырĕ, мĕншĕн тесен ку пулăшăвăн уссине район халăхĕ ăнланса пырать. Кирек хăш хулара е районта пулсан та, çумра кирлĕ сумма тупăнмасан Перекет банкĕн банкоматĕнчен счет çинчен яланах укçа илме пулать. Алра сберкарта пур-тăк, «Гастроном» магазинта, 86 номерлĕ АЗС-ра, райпо заправкинче таваршăн, пулăшушăн, тархасшăн, терминал урлă тÿле. Ытти суту-илÿ точкисенче те çакнашкал терминалсем пулмалла.

Кăçалтан социаллă картăсем кăларма пуçланă. Вĕсемпе пенсионерсем, тĕрлĕ пособи илекенсем, черетре тăмасăрах, банкоматран укçа илме пултараççĕ. Район центрĕнче çывăх вăхăтра тепĕр банкомат уçма палăртатпăр.

– Халăхăн ытларах пайĕ кредит çинче пурăннине палăртрăмăр ĕнтĕ. Банкра укçа упракансем, вклад тытакансем те пурах ĕнтĕ?

– Пур, паллах. Паянхи куна уйрăм çынсем уçнă тĕрлĕ вкладсен пĕтĕмĕшле сумми 96 миллион тенке яхăн. Пенси укçине банк урлă илекенсем йышлăн, ку вкладсем тата тупăшлă та. Счет çинче мĕн чухлĕ укçа пулнине кура çулталăкра 4–9 процент тупăш илме пултараççĕ вĕсем. Хаклă металл счечĕсем (ылтăн, кĕмĕл слитокĕсем) уçнисем те пур.

– Елена Сергеевна, сирĕн хушма офис предприяти-организацисемпе, ял хуçалăх кооперативĕсемпе, предпринимательсемпе те ĕçлет ĕнтĕ...

– Районти тĕрлĕ формăллă 240 яхăн организаци-предприятипе тачă çыхăнура ĕçлетпĕр. Вĕсем расчет, бюджет, депозит счечĕсем уçнă. Юридици сăпатĕнче тăракансене тĕллевлĕ кредитсем те паратпăр.

Хушма офисра ĕçлекенсен шучĕ пысăках мар, ялсенчи филиалсемпе пĕрле 33 çын тăрăшать. Вĕсем клиентсен ыйтăвне тивĕçтерес, тулли пулăшу парас тесе вăй хураççĕ.

– Елена Сергеевна, калаçушăн тавтапуç. Сирĕн коллектива ĕçре ăнăçу сунатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика