АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРОГРАММА ĂНĂÇЛĂ ПУРНĂÇЛАНАТЬ

05 июля 2008 г.

 

Раççейре кашни виçĕ ялтан пĕрин патне çитме хытарса тунă çул çук чухне çурт-йĕр çĕклеме, ял хуçалăх продукцийĕ хатĕрлеме, халăха васкавлă пулăшу пама май килет-и? Çакă та шухăшлаттарать: юлашки çулсенче хытарса тунă çул çук ялсен хисепĕ çĕршывĕпе 33 пинрен 50 пине çитнĕ. Ку çĕршыври пĕтĕм ялсен 33 проценчĕпе танлашать. Çакна та шута илмелле: 17 пин ял çĕр çинчен çухалнă, сăлтавĕ, нумай енчен, тухса çÿреме йĕркеллĕ çул пулманнинче.

Анчах пур çĕрте апла мар-çке. Чăваш Республикинче 2006–2010 çулсенче тата 2025 çулчченхи тапхăрта автомобиль çулĕсене тĕпрен çĕнетсе лайăхлатмалли Программа палăртнă. Николай Федоров Президент “Чăваш Республикин автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен“ Указ йышăнчĕ. Унăн тепĕр паллă Указне те палăртса хăвармалла: ку вăл “Чăваш Республикинчи хула округĕсен урамĕсемпе çулĕсене аталантарассине хăвăртлатасси çинчен”. Çак программăсене Чăваш Енре мĕнле пурнăçлани çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, хула строительствипе общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров каласа панă.

– Республика ертÿçисем çул-йĕр строительствин ыйтăвĕсемпе тимлĕ ĕçлеççĕ, – палăртнă вăл. – Пурте усă куракан автомобиль çулĕсем тăвас, ялсене хытарса тунă çулпа çыхăнтарас ыйту уйрăмах тĕп вырăнта. Президент Указĕнче çак ĕçе 2009 çулта вĕçлеме палăртнă. Çапла вара Чăваш Енре кĕске хушăра ялсем патне 1000 километр хытарса тунă çул хываççĕ. Пурĕ 486 ялта пурăнакансем валли транспортпа шанчăклă çÿреме çирĕп çул пулать, вĕсене федераци, муниципалитет пĕлтерĕшлĕ аслă çулсемпе çыхăнтараççĕ.

Муниципалитет район администрацийĕсем тата çул-йĕр организацийĕсем çине тăнипе иртнĕ икĕ çулта сахал мар ĕç тунă. Чи малтанах проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ, подряд организацийĕсем пурнăçламалли ĕç калăпăшне палăртнă. 2006–2007 çулсенче çул-йĕр строительстви валли бюджет тата инвестици укçи-тенкине 4,1 миллиард тенкĕ хывнă, 275 ял патне 458 километр хытарса тунă çул хывнă. Кăçал 211 яла асфальт сарнă çул çитермелле, çавна валли 3,6 миллиард тенкĕ уйăраççĕ.

Президент программине пурнăçа кĕртни çул-йĕр отрасльне хăвăрт аталанма пулăшрĕ. Чи малтанах предприятисен техника никĕсне çирĕплетнĕ. Çул-йĕр организацийĕсем хальхи вăхăта тивĕçтерекен пине яхăн хаклă йышши техника – груз турттаракан автомобильсем, тракторсем, асфальт сармалли машинăсем туяннă. Асфальт-бетон хатĕрлекен 30 ытла завод е цех туса лартнă. Çапла майпа çĕр-çĕр ĕç вырăнĕ уçнă.

Автомобиль çулĕсем, водопровод, çут çанталăк газĕ ялсенчи кашни киле çĕнĕ пурнăç илсе килеççĕ, вĕсенче инфратытăм, экономикăпа социаллă пурнăç аталанать. Ял çыннисен хастарлăхĕ, уйрăм çын тытакан хушма хуçалăхра ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси ÿсет.

Шкул автобусĕсене йĕркеллĕ çÿремелли ыйтăва та татса параççĕ, çĕнĕрен маршрутсем уçаççĕ. Пĕчĕк ялсенчи ачасем никĕс шкулсенче вĕренеççĕ, хуларисенчен кая мар условире тарăн пĕлÿ илеççĕ.

Çул-йĕр тăвас енĕпе палăртса хунă ĕçсем вĕçлениччен çур çул юлчĕ. “Паян çирĕппĕнех çапла калама пулать: Николай Федоров йышăннă тĕллевсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ”, – тенĕ министр.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ялсене çулсем хывни муниципалитет тытăмĕсен çул-йĕрне тытса тăма тата юсама чылай çăмăллатать, вырăнти бюджетсен укçи-тенки перекетленет. Çавна шута илсе ЧР Правительстви муниципалитет тытăмĕсене укçа-тенкĕпе пулăшма йышăннă, унпа вĕсем ялти тата урамсенчи çул-йĕре тытса тăма, юсама усă курĕç. Кăçал çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен ял тăрăхĕсен бюджетне 100 миллион тенкĕ ытла субсиди уйăраççĕ.

2008 çулхи пуш уйăхĕнче ЧР Правительстви хула округĕсен урамĕсенче çул-йĕре аталантармалли тĕллевлĕ программа йышăннă. Çакă транспорта пĕр чăрмавсăр çÿреме тата хăрушсăрлăха ÿстерме пулăшмалла, кăçалах çак тĕллевпе 1,6 миллиард тенкĕлĕх ĕç тумалла.

– Çапла вара, – тенĕ министр, – çул-йĕр строительствинче анлă программăсене пурнăçа кĕртсе республикăра çĕнĕрен ĕç вырăнĕсем уçаççĕ, отрасльте вăтам ĕç укçи ÿсет, предприятисене ăста, пуçаруллă, яваплăха туйса ĕçлекенсем килеççĕ. Çакă ыранхи кун шанăçне çирĕплетет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика