АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк бизнеса – пулăшу

05 июля 2008 г.

 

Раççей перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕ пĕчĕк бизнеса инвестици енчен пулăшас тĕллевпе «Пĕчĕк бизнес – Чăваш Ен капиталĕ» программăпа килĕшÿллĕн ĕçлет. Акцие хутшăнма заявкăсем кăçалхи июлĕн 11-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Кредитăн чи пĕчĕк виçи – 500 пин тенкĕ. «Авто-инвест», «Капитал-инвест», «Техника-инвест» ятсемпе кредитсем параççĕ. Акă, «Авто-инвест» кредита коммерциллĕ груз тата пассажир турттармалли автотранспорт, ятарлă техника (ял хуçалăхĕнче, çул-йĕр тунă çĕрте, строительствăра усă курмалли тата ытти те) туянма май пур. Ăна 5 çуллăха параççĕ. «Капитал-инвест» кредитпа илнĕ укçа-тенкĕпе куçман пурлăх объекчĕсем туянма, строительствăпа монтаж ĕçĕсем тума, реконструкцилеме усă курмалла. Ăна 7 çулччен парса татмалла пулать. «Техника-инвест» кредит илни сире производство, суту-илÿ оборудованийĕ туянма май парĕ. Çавăн пекех производствăна анлăлатма, бизнеса вăйлатма та усă курма пулать.

Процент ставкисем çакăн пек: 1 çуллăха 13 процент, 1 çултан пуçласа 3 çулччен –14 процент, 3 çултан 5 çул таранччен 15 процент, 5 çултан 7 çулччен – 16 процент.

Ку кредитсем пĕчĕк предпринимательствăра, бизнесра ĕçлекенсемшĕн паха пулмалла. Тĕплĕнрех Раççей Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440 номерлĕ уйрăмĕн Комсомольскинчи 4440Ÿ024 хушма офисĕнче ыйтса пĕлме пулать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика