05 июля 2008 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин «Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» патшалăх учрежденийĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăхăтлăх ĕçсĕр тăрса юлнисен, ĕç шырама килекенсен ыйтăвĕсене тивĕçтересси, ĕç тупма пулăшасси, пĕлÿ паракан мероприятисем йĕркелесси – вĕсен тĕп тĕллевĕсем. Çул çитмен ачасем тĕлĕшпе мĕнле утăмсем тăваççĕ-ши? Вĕсене ĕçпе тивĕçтерме пултараççĕ-и? Çакă тата ытти ыйтусемпе асăннă учреждени директорĕпе Н.В.Антоновпа калаçрăмăр.
– Николай Витальевич, манăн пĕрремĕш ыйту çул çитмен ачасене ĕçпе тивĕç-тересси пирки-ха.
– Ку енĕпе çулсеренех пирĕн ятарлă программа ĕçлет. Унта эпир 14 –18 çулсенчи çамрăксене явăçтаратпăр. Чи малтанах тулли мар, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă çемьесенче çитĕнекен, çул çитмен ачасем енĕпе ĕçлекен комиссире шутра тăракан ачасене ĕç тупса пама тăрăшатпăр. Уйрăмах çу кунĕсенче ачасем валли ĕç нумай пулать. Çавăн пекех вĕреннĕ чухне те, пушă вăхăтра та вĕсем ĕçлеме пултараççĕ.
– Кăçал ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех?
– Çулталăк пуçланнăранпа ĕç паракан 9 организаци, учреждени, предприятипе килĕшÿ турăмăр. Шурут (39 çын), Хирти Сĕнтĕр (33 çын), Чĕчкен (12 çын), Комсомольски (2 çын), Тукай (4 çын), Аслă Çĕрпÿел (11 çын) ял поселенийĕсем, Комсомольски 2-мĕш (21 çын), Тăманлă Выçли (26 çын) вăтам шкулĕсем, районти социаллă хÿтлĕх пайĕ (55 çын) ачасене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Çапла вара 203 çамрăк валли ĕç тупса пама май килчĕ.
– Николай Витальевич, çул çитмен ачасене мĕнле ĕçсем кĕтеççĕ?
– Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кăçалхи çула ЧР Президенчĕ Н.Федоров Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Çамрăксем ытларах пархатарлă, пурне те кирлĕ ĕçсене пурнăçлаççĕ. Сăмахран, пĕччен пурăнакан ватăсене, инвалидсене, вăрçă ветеранĕсене кил-çуртра тĕрлĕ пулăшу параççĕ. Кунсăр пуçне ял урамĕсене, обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртес енĕпе те тăрăшаççĕ. Шкулти сĕтел-пукана тата ытти инвентаре юсаççĕ. Кĕскен каласан, вăй çитерекен пур ĕçре те тăрăшаççĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсни, яваплăха туйни вĕсене малашнехи пурнăçра кирлĕ пулма пултарать.
– Ĕçленĕшĕн вĕсене тÿлеççĕ-и?
– Паллах, ачасене хавхалантарни кирлех. Ку тĕлĕшпе федераллă бюджет укçа-тенкĕ куçарать. Вăхăтлăх ĕç вырă-нĕнче тăрăшнă ачана 450 тенкĕ тÿлеме палăртнă. Ун валли 85000 тенкĕ укçа уйăрнă. Ĕç пирки документсем хатĕрленĕ вăхăтра çамрăксем профориентаци пулăшăвĕ те илеççĕ.
– Профориентаци пулăшăвĕ, терĕр. Ун пирки тĕп-лĕнрех ăнлантарса парăр-ха.
– Акă, кăçалхи февралĕн 11-мĕшĕнчен мартăн 10-мĕшĕччен районта «Суйлав вăхăчĕ» е «Время выбора» уйăхлăх ирттертĕмĕр. Унта 488 ача хутшăнчĕ. Професси суйласа илес, ĕç рынокĕ тата паянхи кун чи кирлĕ профессисен тĕлĕшпе калаçусем пулчĕç. Шкул пĕтерекенсем тестсен тата анкетăсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Профессипе çыхăннă ÿкерчĕксен конкурсĕ пулчĕ. Унта Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи вĕренекенсем палăрчĕç, Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
– Николай Витальевич, тата ытти мероприятисем те пулнă пулĕ?
– Эпир чылай калаçу, диспутсем, тренингсем ирттеретпĕр. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Çапах та апрель уйăхĕнче йĕркеленĕ «Сана килĕшекен професси» е «Твой выбор профессии» акци пирки чарăнса тăрасах килет. Ăна халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх служби, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин, ЧР Культура, национальноç-сен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствисемпе, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕпе пĕрле ирттернĕ. Унта 14 вăтам тата 4 тĕп шкул ачисем хутшăннă. Акци вăхăтĕнче 9–11-мĕш классенче вĕренекенсемпе «Санăн профессиллĕ маршруту» профессиллĕ консультаци ирттернĕ. 7– 8-мĕш классем валли «Професси тĕнчи» заняти йĕркеленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, шкулти пур ÿсĕмри ачасем валли те интереслĕ мероприятисем пулнă.
Акцие хастар хутшăннă Шурут тата Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕсене тата Н.А.Мельникова, Е.Г.Ильина психологсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Тав çырăвĕсене парса чысланă.
Куратăр, çитĕннисемпе çеç мар, ачасемпе те тĕрлĕ ĕç пурнăçлатпăр, ачасене çамрăкранах кирлĕ професси суйласа илме пулăшатпăр.
– Николай Витальевич, калаçушăн тавтапуç.
Источник: "Каçал Ен"