АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙЫВĂРЛĂХА ÇĔНТЕРСЕ, МАЛАШЛĂХА ĔНЕНСЕ

05 июля 2008 г.

 

Вăрçă терт-нушине чăтса ирттерсе, нумай пурнăç йывăрлăхне парăнтарса малалла, çутă пуласлăха талпăнса 75 çула çитнĕ ĕç ветеранĕ. Сăмах Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи Вера Филипповна Тихонова çинчен пырать. Вера аппа 1934 çулта çуралнă. Çемьере 6 ача пулнăран пурнăçĕ çăмăл килмен, ачалăх вăхăчĕ вăрçă çулĕсене лекнĕ.

Хаяр вăрçă, выçлăх çулĕсем... Выçлăх «çави» касасран Вера аппан 4 шăллĕ сыхланса юлайман, пĕрин хыççăн тепри пурнăçран уйрăлнă. «Хире крахмал пухма каяттăмăр, анне типĕтнĕ çĕрулми хуппипе тырă хутăштарса çăкăр пĕçерсе паратчĕ, çуллахи вăхăтра çăка çулçи çини те пулнă», – аса илет ветеран.

7 класлă шкултан вĕренсе тухсан колхозра 10 çула яхăн авăн, чăпта çапнă, кĕлте сĕтĕрнĕ çĕрте вăй хунă. Пĕвĕпе çÿллех марскерĕн вăйĕ ăçтан тухнă-ши; Тĕлĕнмелле пек те, çав вăхăтрах Вера аппа ГЭС тăвас ĕçе те хутшăннă. Колхоз бригади ун чухне чăптаран ГЭС валли михĕсем хатĕрленĕ. 25 çула çитсен чăх ферминче ĕçлеме пикеннĕ Вера аппа. Каярах ĕне ферминче пăру пăхнă, унта тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшнă.

«Пирĕн ферма яланах малтисен ретĕнчеччĕ, çавăнпа та ĕç йĕрки çирĕпчĕ. Кăвак шуçăм çутипех ĕçе васкаттăмăр», – сăмах çăмхине малалла сÿтет хĕрарăм. Тивĕçлĕ канăва тухсан та брезент тума сетка çыхнă çĕрте 2 çул вăй хунă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл тĕрлĕ Хисеп грамотисене тивĕç пулнă. Унăн «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Ĕç ветеранĕ», «1978 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», «Халăх хуçалăхне аталантарас ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн» медальсем пур. Тирпейлĕ упрать вĕсене хĕрарăм, аса илсен хăйĕн ĕçре тупнă «туприне» кăларса пăхать.

«Лаша пуласси – тихаран, çын пуласси ачаран паллă», – теççĕ халăхра. Ку сăмахсем Вера аппа çинченех тейĕн. «Пĕчĕк чухне ачасемпе çăпата ăшне курăк тултараттăмăр та кĕлте турттармалла выляттăмăр», – кулăпа аса илет В.Тихонова. 3-мĕш класра вир вырма кайсан çурла çухатни халĕ те асĕнчех. Мĕн ачаран ĕçлеме талпăнни куçкĕретех.

Вера Филипповна пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Мария хулара çемйипе пурăнать, Вера аппан икĕ мăнук пур. Вĕсем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Кашни çулах çу кунĕсенче кукамăшне пахчара, килкартинче ĕçлеме пулăшаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика