АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрра-кĕвве юратаççĕ

05 июля 2008 г.

 

Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакансем юрă-ташăпа туслă. Унти культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕ районта, республикăра иртекен мероприятисене тăтăшах хутшăнать, лайăх енчен палăрса тăрать. Еленăпа Сергей Просвирновсем, Елена Шуряшкина, Татьяна Макарова культура ĕçченĕсем час-часах сцена çине тухса халăха савăнтараççĕ. Аслисен тĕслĕхĕ пĕчĕккисене те хавхалантарать. Районти искусство шкулĕн филиалĕн «Тевет» фольклор ушкăнне ачасем юратса çÿреççĕ. Халăх йăли-йĕркипе çыхăннă юрра-ташша артистсенчен кая мар лартса параççĕ. Ачасем хушшинче уçă саслă уйрăм юрăçсем те пур. Акă, кăçалхи Акатуй-Сабантуй уявĕнче куракансем Димăпа Никита Лукияновсем юрланине хапăлласа йышăнчĕç. Каччăсем шкулта та лайăх енчен çеç палăрса тăраççĕ, вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраççĕ. Юрă-ташăпа туслă пулни вĕсене ĕçре те, канура та, вĕренÿре те пулăшса пырать. Илемлĕхе ăнланни, курма пĕлни ачасемшĕн паха.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика