02 июля 2008 г.
Культура çинчен калаçман, аса илмен кун та иртмест пулĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ, ăнланăвĕ нумай енлĕ. Экономикăра та, политикăра та, право ĕçĕнче те, пурнăçăн ытти енĕсенче те культурăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.
Ĕç культури пĕчĕк пулсан, экономика та кирлĕ пек аталанаймасть. Политикăра вăл çителĕксĕр пулсан, общество аталанăвĕнче кĕтменлĕхсем, пăшăрхантараканнисем сике-сике тухаççĕ.
Саккунсене кăларас, вĕсене пурнăçласа пырас ĕçре те культура çÿллĕ шайра пулмалла. Ахаллĕн общество пурнăçĕнче лăпкăлăх пулмасть, тĕрлĕ пăтăрмахсем сиксе тухма пултараççĕ, сăпайлăх, тÿрĕ кăмăллăх, ăнланулăх, тÿсĕмлĕх арканма пултараççĕ.
Ытти сферăсенче те çакăн витĕмлĕхĕ пур. Апла та, капла та пурăнма пулать. Пĕрисене культура мĕн иккенни пачах интереслентермест. Теприсем урăхла. Хăйсене обществăра йĕркеллĕ тытаççĕ. Шкулта та, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче те мĕн вĕрентнине пуçа хывса çав пĕлÿпе пурнăçра усă курма тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕç культури те пысăк. Тÿрĕ кăмăллăх, сăпайлăх, ырă кăмăл вĕсемшĕн саккунлă пурнăç йĕрки пулса тăрать. Нумай вулаççĕ, нумай пĕлеççĕ. Пуян пĕлĕвне, ăсталăхне общество, тăван çĕршыв, çемье пурнăçне лайăхлатса пыма яраççĕ. Çи-пуç, чĕлхе тирпейлĕхĕ те яланах кăсăклантарать ун пек çынна. Анчах обществăра тĕрлĕ çынсем пур. Теприсене малашлăх интереслентермест. Ĕçе те ячĕшĕн çеç тăваççĕ. Укçине ĕçсе, туртса, наркотиксемпе киленсе пĕтереççĕ. Вĕсемшĕн пулсан паян хăйне май ырă курасси малти вырăнта. Тирпейсĕр çи-пуçпа халăх хушшине тухма та, ÿсĕр çапкаланса çÿреме те намăс мар вĕсене. Ĕçсе супнă вăхăтра, вăл нимĕн те вуламасть пулсан та, пурне те пĕлет, пурне те критиклет, хăйне ăслă çын пек туять пулас.Чĕлхе культури çинчен калаçмалли те çук: çине-çине намăс сăмахпа перкелешет. Чылай çул каялла, халăхсем çине тăрса ыйтнăран, район центрĕнче тротуарсем турĕç. Пĕрисем плитасене йĕркеллех хунă, теприсем апла-капла. Çавăнпа пĕр плити сылтăм еннелле чалăш, тепри — сулахаялла. Хальтерех хунă тротуарсене пăхатăн та савăнса утатăн. Пирĕн çынсемех тунă ăна, хуларинчен пĕртте кая мар. Ĕç культури çинчен каламасть-и çакă;
Аслăрах çулхисем астăваççĕ пулĕ ĕнтĕ, пирĕн район центрĕ ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлман. Магазинсем, столовăйсем, учрежденисем кивĕ те хăтсăр йывăç çуртсенче вырнаçнăччĕ, çурхи-кĕрхи йĕпе-сапа вăхăтĕнче вĕсем патне атăсăр е тарăн калушсăр кĕме те çукчĕ, тĕп урамрах автомашинăсем лакса ларса асапланни те пулнă.
Юлашки çулсенче Раççей ша-йĕнче те, пирĕн республикăра та культура ыйтăвĕсем тĕп ĕçсенчен пĕри пулса тăчĕç. Çапла пулмалла ĕнтĕ. Республикăра та, пирĕн районта та культура учрежденийĕсем, шкулсем тăвасси, музейсем уçасси хăвăрт аталанса пырать.
Район центрĕ юлашки çулсенче тĕпренех улшăнса илемленчĕ. Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков тирпей-илем, хăтлăх ыйтăвĕсене мала хурса ĕçлет, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене те яваплăха туйса ĕçлеме ыйтать. Çĕнĕ çуртсем ÿссе ларнипе пĕрлех тĕп урамсенче, учрежденисем çывăхĕнче чечек клумбисемпе ярăмĕсем куçа илĕртеççĕ, кăмăла çĕклеççĕ.
Райпо правленийĕ район цент-рĕнче те, ялсенче те суту-илÿ предприятийĕсене хальхи пурнăç ыйтăвне шута илсе реконструкцилерĕ. «Гастроном» магазина илер-ха. Вăл малтан ытти магазинсенчен хăтлă пулнă теме çук. Юсаса çĕнетсе улшăнусем кĕртнĕ хыççăн пачах урăхла сăн илчĕ. Çак магазин умне çитсенех пысăк кĕленче алăксем хăйсемех яри уçăлса каяççĕ. Кун пеккине хулара та питех тĕл пулаймăн. Магазин таварсемпе те питĕ пуян.
Район центрĕ илемленсе, хăтлăланса пынипе пĕрлех ялсенче те ырă улшăнусем пулса иртеççĕ: пĕчĕк пÿртсем вырăнне капмар та хăтлисем çĕкленеççĕ.
Çынсен пĕлĕвне ÿстерес, культурине çĕклес тĕллевпе клубсемпе библиотекăсем пысăк ĕç тăваççĕ. Пĕрин хыççăн тепри «тĕслĕхлĕ» категорие кĕме тивĕçеççĕ.
Район центрĕнчи тĕп библиотекăн пурлăхпа техника никĕсĕ чылай пуянланчĕ. Кунта вулама кĕнеке илнипе пĕрлех Интернет урлă пĕтĕм тĕнче пурнăçĕпе паллашма пулать. Унта ăс-тăн пуянлăхне пухма лайăх условисем пур, çÿрекенсем те сахал мар. Çапах та нумай çын библиотека пуянлăхĕпе усă курмасть-ха. Иртнĕ вăхăтрипе танлаштарсан, тĕрлĕ хаçат-журнал нумай илсе тăрать, кĕнеке фончĕ те пуянлансах пырать. Шел пулин те, хăшпĕр учительсем, медработниксем, тĕрлĕ учрежденире ĕçлекен служащисем библиотекăна çÿресшĕнех мар. Кĕнекесем магазинтан туянса вулаççĕ-ши; Хăйсене интеллигент, культурăллă çын шутлакан хăш-пĕр çынсем хаçат, уйрăмах чăвашлисене, çырăнмаççĕ, вуламаççĕ. Вĕсем хушшинче район хаçатне çырăнман-вуламаннисем те сахал мар иккен. Кĕнекесем те, хаçат-журналсем те тăтăшах вуламан çын пурнăçран, унăн таппинчен аякка тăрса юлать. Хăй пĕлменнине теприне мĕнле вĕренттĕр-ха;
Физкультурăпа спорт пĕтĕмĕшле культурăпа тачă çыхăннă. Çакна хальлĕхе нума-йăшĕ хакламаççĕ. Сывлăхшăн кирлĕ упражненисене теприсем ача вăййи вырăнне çеç хураççĕ. Аталаннă нумай çĕршывсенче физкультурăпа спорт пурнăç йĕркине çирĕп кĕнĕ, çавна май унта пурăнакансен ĕмĕрĕ, пирĕннипе танлаштарсан, 15—20 çул ытларах тăсăлать.
Пуянрах пурăнма пуçларăмăр теме пулать. Çапах культура енчен илсен, эпир çÿллĕ шайрах мар-ха, тесшĕн. Ял, шыв хĕрринче, урамсенче, вăрмансенче çÿп-çап, каяш куписем кăмăла пăсаççĕ пулин те, хăтăлаймастпăр-ха вĕсенчен. Ырри нумай, çав вăхăтрах туса çитерменни те чылай. Хамăра хамăр хисеплеме, юратма пĕлни çитмест пулмалла. Районăн 70 çулхи юбилейне халăхăн культура шайĕ ÿснипе кĕтсе илесчĕ.
Источник: "Каçал Ен"