АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлевсĕр автомобиль е укçа?

02 июля 2008 г.

 

Вăрçă ветеранĕсен 15 проценчĕ кăна автомобиль илнине пĕлтерчĕç. Ыттисен вара нумай кĕтмелле-и? Çакăн йышши шухăша хальхи вăхăтра аслă ăру çыннисен хушшинче час-часах илтме пулать.

Чăнах та, вăрçă ветеранĕсене тÿлевсĕр «Ладăпа» тивĕçтерес тĕлĕшпе йышăнни еплерех пурнăçланать-ха;

Аса илтеретпĕр: Раççей Правительстви Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсен тата вĕсемпе танлаштарнă çынсен умĕнчи маларах йышăннă тивĕçе пурнăçлас тĕллевпе Раççей Правительстви 2007 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче «РФ субъекчĕсен халăха социаллă пулăшу паракан органĕсем федераци бюджечĕн укçи-тенкипе 2005 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен транспорт хатĕрĕсемпе тивĕçтерме шута илнĕ инвалидсене транспорт хатĕрĕсемпе тивĕçтересси çинчен» 561-мĕш йышăну тунă. Унпа килĕшÿллĕн халĕ 2005 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен черете тăнă ветерансене автомобиль параççĕ.

Сăмах май, малтанхи çулсенчи пек «Ока» мар, «Жигулин» çиччĕмĕш модельне тивĕçеççĕ хисеплĕ ватăсем.

Ветерансем валли машинăсем кăларас тĕллевпе федерацин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану агентстви ирттернĕ тендерта «АвтоВАЗ» çĕнтернĕ. Кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне компани Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем валли тивĕçтерме РФ регионĕсене LADA-21074 маркăллă 11347 автомашина çитерме шантарнă.

Шел те, транспорт хатĕрĕ илес тесе 2005 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне черете тăнисен йышĕ ку хисепрен чылаях пысăкрах. Раççей Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, социаллă хÿтлĕх органĕсенче 30 пин ытла вăрçă ветеранне шута илнĕ. Чăваш Республикинче вĕсен йышĕ — 536. Сăмах май, кăçал 174 инвалид «Жигули» хуçи пулса тăнă.

Лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе РФ Президенчĕ 2008 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Инвалидсене социаллă хÿтлĕх памалли хăш-пĕр хушма мерăсем çинчен» 685-мĕш Хушăва алă пуснă. Тĕрĕссипе, асăннă документ патшалăх черетре тăракансен — чи малтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсен, унтан ытти категорие кĕрекенсен умĕнчи обязательствăсене туллин пурнăçлассипе çыхăннă.

Хушупа килĕшÿллĕн, 2008 çул вĕçленнĕ тĕле тÿлевсĕр машинăна е пĕр вăхăтлăх укçа компенсацине (100 пин тенкĕ) черетре тăракансем — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем — пĕтĕмĕшле чире е ĕçри сусăрланăва пула инвалида тухнисем, çавăн пекех фашизмăн çул çитмен узникĕ-сен шутĕнчен инвалида тухнисем — тивĕçеççĕ.

Пĕртен-пĕр услови: РФ субъекчĕн халăха социаллă пулăшу паракан органĕнче 2005 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен черетре тăни.

2009 çулта автомобиль илме ирĕк пур ытти гражданăн черечĕ çитет. Вĕсем — радиаци витĕмне пула инвалида тухнисем, реабилитациленĕ çынсен шутĕнчен инвалид пулса тăнисем — вăрçă инваличĕсем пекех суйлама пултараççĕ: е тÿлевсĕр машина, е 100 пин тенкĕ компенсаци. Пĕтĕмĕш-ле чире пула ĕçре сусăрланнипе е урăх сăлтавпа инвалидлăх илнисем, ачаранпах инвалид шутланакансем, инвалид ачасем, президент хушăвĕпе килĕшÿллĕн, автомобиль вырăнне пĕр хут компенсаци — 100 пин тенкĕ илеççĕ.

Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çирĕплетнĕ тăрăх, хальхи вăхăтра федераци субъек-чĕсен ĕç тăвакан влаç орга-нĕсемпе пĕрле 2005 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен черете тăнă граждансен списокне йĕркелесси вĕçленнĕ. Федераци бюджетне ти-вĕçлĕ тÿрлетÿсем кĕртнĕ, çывăх вăхăтра инвалидсене транспорт хатĕрĕпе е тÿлевпе — пĕр хут паракан укçа компенсацийĕпе — тивĕçтермелли йĕркене пăхăнмалли норматив-право докуменчĕсене хатĕрлесе çитереççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика