АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камăн пули пысăкрах?

02 июля 2008 г.

 

Районта пулла çÿреме юратакансем чылайăн. Вăлта тытса ларакансем хушшинче — тĕрлĕ профессиллĕ, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем. Тул çутăлса çитичченех вĕсем вăлтапа кÿлĕ хĕрне пырса лараççĕ. Кашни пулă туртса кăлармассеренех çав тери савăнаççĕ. Пысăкки лексен вара—пушшех те. Анчах та вĕсенчен чылайăшĕ июнĕн 27-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери пулă тытакансен кунĕ пулнине пĕлмест те пулĕ. Шăпах çак кун, районти пушар чаçĕ кăнтăр районĕсенчи пушар хуралçисем хушшинче пулă тытакансен ăмăртăвне ирттерчĕ. Вут-кăвара сÿнтерес тата унран асăрханас тĕлĕшпе çеç ĕçлемеççĕ вĕсем, спортпа та туслă, пушă вăхăтра хапăлласах вăлта йăтса çыран хĕррине кайса лараççĕ. Ăмăрту Комсомольскинчи плотина хĕрринче иртрĕ. Унта Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Тăвай, Вăрнар тата пирĕн районти пулла çÿреме юратакан пушар хуралĕн ĕçченĕсем тупăшрĕç. Командăсен виçĕ сехет ăсталăха кăтартма тиврĕ. Жюри виçĕ номинаципе хакларĕ. «Чи пысăк пулă тытакан», «Чи вăрăм пулă тытакан», «Чи нумай пулă тытакан команда». Пулăçăсем ăста пулни куç умĕнчех. Плотинаран туртса кăларнă чи пысăк карп 7 килограмм та 200 грампа танлашрĕ. Ун хуçи Вăрнартан килнĕ Геннадий Николаев пулчĕ. Чи нумай пулă тытакансем пурĕ — 7 килограмм та 520 грамм — комсомольскисем. Ытти районсенчи пушар ĕçченĕсем те алă усса ларман. 6 команда 3 сехетре пурĕ 25 килограмм ытла пулă тытнă.

Ĕçлеме çеç мар, пушă вăхăта усăллă ирттерме те пĕлеççĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем. Пулă шÿрпи çинĕ хыççăн вĕсем волейболла вылярĕç. Кунта туслăх çĕнтерчĕ. Тăтăшах пĕрле пуçтарăнса спорт, культура мероприятийĕсем ирттерни вĕсен туслăхне çирĕплетме пулăшать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика