02 июля 2008 г.
Кашни çыннăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Атте-анне парнеленĕ тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи. Манăн чи çывăх та савнă тавралăх, ытарайми тăрăх — çĕр пин юрăллă, çĕр пин тĕрĕллĕ, çĕр пин сăмахлă мăнаçлă Чăваш Ен!
Асамлă чăваш чĕлхи, пуян. Ĕçчен чăваш хресченĕ, юрра-ташша ăста. Мĕн авалтан асатте-асаннесем унпа туслă пулнă. Ĕçре те, канура та чăваш çынни юрăран уйрăлмасть.Тарăн шухăшлă вĕсем. Унта хресченĕн хуйхи-суйхи те, савăнăçĕ те, чунри туйăмĕсем те пытаннă. Вăйă юррисенче чăваш хĕрĕн сăпайлăхĕ, яшсен ĕçченлĕхĕпе патварлăхĕ палăрать.
Тин тĕнчене килнĕ пепкен пĕрремĕш сăмахĕ — «Анне». Уншăн вăл чи юратнă, чи çывăх, чи çăмăл сăмах. Хăй калаçма вĕреннишĕн хĕпĕртенипе-ши, пĕчĕк чун çине-çинех калать çак сăмаха кун çути парнеленĕ çын çине ăшшăн пăхса. Ÿснĕçемĕн хăйĕн чĕлхине вăйлăрах та вăйлăрах юратма пуçлать вăл. Чăваш сăвви-такмакĕпе, юрри-ташшийĕпе çывăхрах паллашать. Аслисем ташланине курса, кĕвĕ çеммине май килтерсе, тапăртатма пăхать. «Алран кайми аки-сухи, асран кайми атти-анни...» — шăратать юррине çĕр ĕçне мухтаса, пăхса ÿстернĕшĕн ашшĕ-амăшне тав туса. «Чăваш çĕрне килсе курсамăр, туссем, илемлĕ çуркунне», — йыхăрать тараватлă çĕр ĕçченĕ хăнасене.
Пирĕншĕн чи çывăх та асамлă чĕлхе — чăваш чĕлхи, юратнă тăван кĕтес — Чăваш çĕр шывĕ. Кĕрхи вăрманти ерипен çаврăнса ÿкекен çулçăсен ташшинче чăваш пикин илемлĕ хусканăвне куратпăр, шăпчăк сассинче чăваш кĕввине илтетпĕр, тулă пуссин ачаш хумханăвĕнче чăвашлăха туятпăр.
Анчах та юлашки вăхăтра пирĕн хушăра «Вĕçкĕн ваççасем» нумайланни сисĕнет, уйрăмах ялтан тухнисем вырăсланма пăхни тĕлĕнтерет. Хулана каяççĕ те пач «манаççĕ» чăваш чĕлхине. Хулара шурă çăкăр çисе чăваш чĕлхине «çăтса янă» теççĕ кун пек çынсене. Çак пулăма пĕрле вĕренекенсем хушшинчех сăнатăп. Ĕнер ялтан килнĕскерсем паян пĕр сăмах та чăвашла «пĕлмеççĕ». Кулăшла та, шел те вĕсене. Тăван чĕлхене хаклама пĕлмеççĕ. Мĕн пĕчĕкрен ялта ÿснĕ, хулана куçса килнĕ ашшĕ-амăшĕ ачисене чăваш чĕлхинчен пистерни тĕлĕнтерет. Çапах, вырăсланнă чăвашсем пирĕн хушăра нумай пулсан та, чăвашлăх пĕтсе пырать тесе калаймастпăр. Патшалăх юлашки вăхăтра чăваш культурине аталантарас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Шкулсенче «Тăван ен культури» предмета программăна кĕртрĕç, чăваш чĕлхине те нумайрах сехет уйăрса пачĕç. Ку пулăмăн тĕллевĕ — аякран килекен несĕл-тымарсен йăли-йĕркине, ĕçне-хĕлне упраса хăварасси, йăхран-йăха тивĕçлĕн куçарасси, иртнĕ пурнăçпа пуласлăх хушшинчи çыхăну çирĕплĕхне тытса пырасси. Ахальтен мар ĕнтĕ çĕнĕ пурнăç калчисене çул уçса парас тесе тăрăшать республикăмăр.
Источник: "Каçал Ен"