02 июля 2008 г.
Сумлă наградăна кăçал тăватă çамрăк тивĕçнĕ. Ăслăлăх, техника тата производство енĕпе ЧР Çамрăксен патшалăх премине «Химпром» АУОн наука тĕпчев центрĕн 2-мĕш лабораторийĕн кĕçĕн наука сотрудникĕ Надежда Петрова илнĕ. Вăл «Хлор тата каустик производствинче сульфатсене сиенсĕрлетесси» наука-техника проектне хатĕрленĕ. Тепĕр лауреат Татьяна Михайлова — Çĕрпÿри М.В.Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентет. 4 çул каялла И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн дипломне алла илнĕскер ÿсекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ пама методика кăтартăвĕсем хатĕрлес енĕпе тăрăшать. Çамрăк учитель хатĕрленĕ кĕнекесемпе тăван шкулĕнче тата педуниверситетра усă кураççĕ.
Чылай вулакан Любовь Чугунова ятне пĕлет. Вăл та — лауреат. Журналиста çамрăксен политикин ыйтăвĕсене çутатнăшăн премипе хавхалантарнă.
Сывлăх сыхлавĕ, тăван тавралăха упрас, физкультурăпа спорт тытăмĕ енĕпе Шупашкарти 1-мĕш больницăра ĕçлекен Татьяна Никонорова палăрнă. Пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕнче тăрăшаканскер, бронх астмипе чирлекенсене сыватмалли майсем пирки тĕпчев ĕçĕ çырнă. Ун сĕнĕвĕпе сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче усă кураççĕ.
Çĕнĕ лауреатсене ĕçтешĕсем, пĕлĕшĕсемпе тăванĕсем саламланă. Н.Федоров президент пикесене хăйĕн ятĕнчен çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем тума ăнăçу, юрату суннă.
Источник: "Каçал Ен"