АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявсем ăнăçлă иртнĕ

02 июля 2008 г.

 

Николай Федоров Президент Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Вăл Республика кунне паллă тунă кунсенче ирттернĕ мероприятисен малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Вĕсем июнĕн 18—24-мĕшĕсенче иртнĕ. Июнĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Раççей Перекет банкĕпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен Герман Оскарович Грефпа килĕшĕве алă пуснă. Раççей Перекет банкĕ 2008—2010 çулсенче Чăваш Ен экономика аталанăвне 175 миллиард тенкĕрен кая мар, çав шутра кăçал 55 миллиард тенкĕ, хывать.

Раççейĕн пĕрремĕш “Раççей инновацине — Раççей укçа-тенки” форумĕнче июнĕн 19—20-мĕшĕсенче 700 çын, çав шутран 450-шĕ ытти регионсемпе ют çĕршывсенчен, 23 регионран, Чăваш Енпе пĕрле, 120 Раççей организацийĕн представителĕ хутшăннă. Пурĕ 70 миллиард тенкĕлĕхе яхăн 100 ытла инвестици килĕ-шĕвне тата протоколне алă пуснă. “Управлени. Экономика. Аталану” экономика форумне июнĕн 20—21-мĕшĕсенче 1200 çын ытла хутшăннă, çав шутра: 36 ют çĕршыв дипломати корпусĕн элчисем, вĕсен канашçисем, суту-илÿ представителĕсем;

Патшалăх Думин 15 депутачĕ;

федерацин ĕç тăвакан влаçĕн 20 представителĕ, çав шутран Регионсен аталанăвĕн, Ют çĕршыв ĕçĕсен, Экономика аталанăвĕн министерствисенчен, Раççей ФСФРĕнчен, коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондран, т.ыт.те.

Федерацин ĕç тăвакан влаçĕн ытти органĕнчен, Раççей Федерацийĕн 58 субъектĕнчен — Красноярск, Краснодар крайĕсенчен пуçласа Ленинград, Мускав, Саратов, Самар, Тюмень облаçĕсен, Тутарстан, Чечен республикисен, Мускав, Петербург, Калининград хулисенчен тата ыт. те представительсем;

24 çĕршывран 62 предприяти представителĕ — Австри, Итали, Япони, Польша, Хорвати, Кувейт Патшалăхĕ, Беларуç Республики, Германи тата ытти те — пĕрремĕш ертÿçĕсен шайĕнче;

Раççей Федерацийĕн экономика секторĕн 394 организацийĕн представителĕ — ертÿçисем;

235 финанс тата инвестици организацийĕсен представителĕсем — ертÿçисемпе управляющийĕсем;

Чăваш Республикин 424 организацийĕн представителĕсем;

Форум шайĕнчи куравсенче (Экспо-Контур, MEGAGALAXY, Оперăпа балет театрĕ, “Мега-Молл” центр, Наци банкĕ — 354 организаци экспоначĕ), конгресси мероприятийĕсенче 200 килĕшĕве, инвестици килĕшĕвне, протоколсене 120 миллиард тенкĕлĕх алă пуснă.

Чăваш Ен бизнесĕн представителĕсем инвестицин уйрăм проек-чĕсемпе Çĕнĕ Шупашкар стройиндустрин пушă лаптăкĕсенче строительство материалĕсен, конструкцин производствине тума;

Япони компанийĕсем Шупашкарăн кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче строительство комплексне проектлама (BAN International Inc., Tokyo);

Шупашкарта хальхи заводсен комплексĕнче строительство материалĕсем хатĕрлекен индустри технопаркне тума ”КРОСТ” производствăпа строительство фирми (Мускав) килĕшнĕ т.ыт.те.

Унсăр пуçне Республика кунĕнче:

Пĕтĕм Раççей халăх пултарулăхĕн “Раççей çăл куçĕсем” XVI фестивальне Раççей Федерацийĕн 31 регионĕнчен, 3 ют çĕршывран (Беларуç, Эрмен Республики, Бельги королевстви) 39 пултарулăх коллективĕ — пĕтĕмпе 600 çын ытла хутшăннă.

“Раççей ăстисем” декораци-прикладной искусство ăстисен Пĕтĕм Раççейри VI конкурсне Раççейĕн 18 регионĕнчен 64 ăста хутшăннă.

“Раççей юррисем” фестиваль-марафона Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пынипе 11 пултарулăх коллективĕ хутшăннă.

Çичĕ кун хушшинче, июнĕн 18—24-мĕшĕсенче, уяв мероприятийĕсенче Шупашкарта 264 пин çын пулнă, Муркаш, Йĕпреç районĕсенче 50 пин çын ытла.

Президент Республика кунĕ ячĕпе ирттернĕ мероприятисене хутшăннисене — Чăваш Ене малалла аталанма пысăк вăй хунисене ăшшăн тав тунă.

Правительство ларăвĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин “Чăваш Республикин докуменчĕсен обязательнăй экземплярĕ çинчен” саккун проектне пăхса тухса ырланă, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕсен министерствин Чăваш Республикин “Республикăн культура программисен дирекцийĕ” автономи учрежденине, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Чăваш Республикин “Вĕрентÿпе методика центрĕ” автономи учрежденине туса хурасси çинчен йышăнусем тунă, республика экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн ытти ыйтăвне пăхса тухнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика