02 июля 2008 г.
Çу уйăхĕсем ялсенче урам, ял уявĕ, каникулти шкул ачисем валли тĕрлĕ мероприятисем ирттернипе паллă.
Элпуç ял поселенийĕнче çамрăксен кунне уявласси йăлана кĕнĕ. Çак кун Чăваш Элпуçне 5 ял яш-кĕрĕмĕ пуçтарăнать. Вĕсем валли кунта тĕрлĕ кăсăклă вăйăсем иртеççĕ. Кăçал культура ĕçченĕсемпе ял халăхĕ уяв концерчĕ ха-тĕрлерĕç. Унта ватти-вĕтти хутшăнчĕ. Пĕчĕк ачасемшĕн те савăнмалли, тĕлĕнмелли нумай пулчĕ кунта.
Спорт ăмăртăвĕнче «Ух!» тата «Ах!» командăсем тупăшрĕç. Вĕсем михĕ тăхăнса та чупрĕç, çăматăпа сикрĕç, йывăр япала (çур михĕ тырă) йăтса ăмăртрĕç. Парнесене чи вăйлисем тивĕçрĕç.
Каччăсем футбол выляссипе мини-турнир йĕркелерĕç. Инçех мар пылак шывпа тата ытти тутлă апат-çимĕçпе суту-илÿ пычĕ.
Элпуç ял старости Николай Зайцев никама та айккинче тунсăхласа ларма паман, уявпа пурте кăмăллă юлнă.
«Кооператор» ООО, Асейновсен, Фасхутдиновсен çемйисем («Йолдыз» тата «Ильнар» магазинсем), Комсомольски райпо магазинĕн ĕçченĕсем Ираида Сергеевăпа Надежда Гаврилова, «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕ, Элпуç ял поселенийĕ çамрăксене уява йĕркелеме пулăшрĕç. Çакăншăн вĕсене ял халăхĕ чĕререн тав тăвать.
Источник: "Каçал Ен"