АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем вăя кĕчĕç

02 июля 2008 г.

 

Июлĕн 1-мĕшĕнчен Çул-йĕр правилисенчи тата Административлă кодексри улшăнусем вăя кĕчĕç. Çав кунтан çулсем çинче фото тата видео приборсем йĕркене пăснă тĕслĕхсене сăнаса тăрĕç. Айăплисене вĕсем палăртнă тăрăх штрафсем ярса парĕç.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен инспектор çул çинчех водитель ÿсĕррине палăртма пултарĕ. Ку енĕпе вĕсене ятарлă “алкотестр” прибор пулăшнипе палăртĕç. 0,3 промилле чухлĕ алкоголь тупса палăртсан, водитель ÿсĕр тесе шутлаççĕ.

Автостраховани туманнисен, енчен те страховани вăхăчĕ тухнă пулсан, çул çине тухма тăхтаса тăма тивет. Енчен те ун пек тĕслĕхсем пулсан, инспектор автомобилĕн регистраци знакне хывма пултарать.

Улшăнусем татах та пур. Вĕсемпе водительсен тĕплĕн паллашмалла. Çул çинче «эпир ун çинчен пĕлмен» сăмахсем ан пулччăр.

Асăннă улшăнусене инкек-синкекрен асăрханас, водительсен яваплăхне ÿстерес тĕлĕшпе йышăннă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика