28 июня 2008 г.
Завод урамĕпе Канаш урамĕ хĕресленнĕ çĕрте машинăсем пĕр вĕçĕмсĕр унталла та кунталла иртеççĕ. Кунтах çуран çынсене каçма палăртнă вырăн та. Вĕсене пырса çапас хăрушлăх пысăк. «Зебра» çинче нумай водитель хăвăртлăха чакармасăрах шăхăрса иртсе каять, уйрăмах таксистсем: укçа хăвалать ĕнтĕ. Çул урлă хăра-хăра каçма тивет.
Шупашкарта та, Канашра та çакна асăрхатăн. Çуран каçмалли светофорсăр вырăнсенче шоферсем хăвăртлăха чылай чакараççĕ е машинăна чарсах çуран çынна ирттерсе яраççĕ. Пирĕн район центрĕнче те çапла пулсан аванччĕ. Çул тăваткалĕнче тивĕçлинчен ытларах хăвăртлăхпа васкакансене йĕркене кĕртсен вырăнлă пулĕччĕ.
Тата юлашки вăхăтра çакна асăрхатăн: номерсĕр мотоциклсемпе мотороллерсем çула тухаççĕ. Руль умĕн-че 10—12 çулхи ача ларни те пур. Ахăртнех, унăн çул çÿремелли права та çук.
Патрульсем тытса чарса асăрхаттарни кирлех-тĕр. Тимлĕх çинчен нихăçан та манмалла мар. Инкек вăл куçа курăнса килмест.
Источник: "Каçал Ен"