28 июня 2008 г.
Пурнăçра кашниех хăйĕн вырăнне тупма тăрăшать. Юратнă çынпа çемье çавăрса, ача-пăчаллă пулса килĕшекен ĕç вырăнĕ тупасси — тĕп тĕллевсем. Суйласа илнĕ професси кăмăла кайни те кирлĕ. Апла пулсассăн пулас професси пирки тĕплĕн шутласа пăхмалла.
Тĕслĕхрен, медицинăпа çыхăннă специальноçсен хушшинче медико-профилактика ĕçĕ те пысăк вырăн йышăнать. Эпидемиологсем, врач-гигие-нистсем çак ĕçпе çыхăннă та ĕнтĕ. Вĕсем çын пурăнакан тавралăха тĕпчеççĕ, ĕç условийĕсене тĕрĕслеççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, çын сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Ку паллах яваплă ĕçсенчен пĕри. Çавăнпа та медико-профилактика факультетĕнче пĕлÿ пухакансенчен çирĕп ыйтаççĕ. Вĕренсе тухакансен çынсен сывлăхне тĕрĕслесе тĕрлĕ анализ тума пĕлмелле, тĕрлĕ чир-чĕрпе аптракансене тупса палăртмалла, сывлăха сиен кÿресрен сыхламалла. Выпускниксем врач-эпидемиолог, бактериолог, иммунолог, паразитолог пулса ĕçлеме пултараççĕ.
Кăмăл пулсан Хусанти патшалăх медицина университетĕнче, Чулхула медицина академийĕнче пĕлÿ илме пулать. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлме, направлени илме Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел рай-онĕнчи уйрăмне пырăр. Пирĕн адрес: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 13 çурт. Т: 8(83532)
2-14-23.
Н.СЕРГЕЕВА,
Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"