АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туртакансен тата эрехçĕсен йышнă чакарасчĕ

28 июня 2008 г.

 

Раççейре пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕллевпе пирус тата алкоголь продукцийĕн хакĕсене çитес çул ÿстересшĕн. Экспертсем шутласа пăхнă тăрăх, пĕр пачкăн хакĕ икĕ хут пысăкрах пулĕ. Чи йÿнĕ эрех 65 тенкĕ тăрать пулсан, 120 тенке çитмелле. Раççейре çын вилесси Европăрипе танлаштарсан икĕ хут нумайрах иккен. Чи йывăр вăхăтрипе, 1990 çулхинчипе илсен, пирĕн çĕршыра пурнăçран ĕмĕрлĕхе уйрăласси 65 процент чухлĕ ÿснĕ. Чи хăрушши, хĕрсен 40 проценчĕ пирус туртать, яшсем — 60 процент. Великобританипе Норвегире “Мальборо” ятлă сигарет 8 евро тăрать пулсан, Раççейре — 35 тенкĕ, пĕр евроран та сахалрах вăл. Сигарет хакне ÿстерни çамрăксем хушшинче туртакансен йышне чакарма пултарать, теççĕ. Пирус изделийĕсене рекламăлама тата çамрăксемпе спорт программисене ирттернĕ чухне сигарет кăларакансене спонсор пулма чарасшăн.

Çитмĕлмĕш çул пуçламă-шĕнче пĕр кĕленче шурă эрех 3 тенкĕ те 62 пус тăнă. Вăтам ĕç укçи çав тапхăтра 125 тенкĕ пулнă. Çак укçапа 35 кĕленче 40 градуслă шĕвек илме май пулнă. Сакăрвуннăмĕш çулсенче 4 тенкĕ те 12 пус парса илме пуçларăмăр эрехе. Ĕç укçи 170 тенке çитнĕччĕ, 42 кĕленче илме май пулнă. 1990 çулта вара 297 тенкĕлĕх вăтам ĕç укçипе 38 кĕленче туяннă. Икĕ пинмĕшĕнче 1778 тенкĕпе 57 кĕленче шурă эрех ( пĕри 31 тенкĕ те 19 пус) туянма пултарнă.

Вăтам ĕç укçи пирĕн çĕршывра 15 пин те 400 тенкĕпе танлашать халь. Раççейри статистика кăтартăвĕ тăрăх, пĕр кĕленче эрех 100 тенкĕпе танлашнă, 2008 çулта Раççей çынни 154 кĕленче илнĕ вăтам ĕç укçипе. 30 çул хушшинче, ĕç укçипе танлаштарсан, шурă эрех хакĕ 4,4 хут йÿнелнĕ эппин. 2011 çул тĕлне 40 градуслă шĕвек хакĕ 120 тенке çывхармалла (халĕ 65—70 тенкĕ).

Асăннă япаласен хакĕсене ÿстернипех туртакансемпе ĕçекенсен йышĕ чакасси вара иккĕленÿллĕ.

Редакцирен:

Эрех, сигарет хакĕсене ÿстерни пĕр енчен лайăх-ха. Укçа-тенкĕ çемье бюджетне аванах систерет. Унтан та ытларах алкоголь те, пирус та сывлăха сиен кÿреççĕ. Вĕсене пула миçе çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать; Анчах та хаксене ÿстерни ĕçекенсен-туртакансен йышне чакарма май парĕ-ши; М.Горбачев вăхăтĕнчи типĕ саккуна, талон системине пула туртакансемпе ĕçекенсен шучĕ чакни иккĕлентерет, тĕрлĕ шĕвексем ĕçсе сиенленекенсем вара палăрмаллах ÿснине статистика та çирĕп-летет.

(

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика