28 июня 2008 г.
Паянхи кун эпир электроэнергисĕр пурăнма та пултараймастпăр. Каçхине çутă кирлĕ, çуртсене хутса ăшăтмалла е станоксене ĕçлеттермелле — кнопкăна пусатпăр. Акă ăçта вăл вăй, пулăшу. Хырай Ĕнел каччи Олег Матросов 8 класс вĕренсе пĕтернĕ чухне çĕршывра электрификаци вăй илсе, хăватланса çеç пынă-ха. Чылай çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртме ăста специалистсем кирлĕ пулнă. Çавăнпах пулĕ Олег нумай шутласа тăман, пурнăçне электроэнергетикăпа çыхăнтарма тĕв тунă. Шупашкарти энерготехникума вĕренме кĕнĕ. Тăрăшнă каччă, ăсталăха алла илме ăнтăлнă. 1969 çулта вĕренсе пĕтернĕ. Унтан çара кайма вăхăт çитнĕ. О.Матросов Полтава облаçĕнчи Лубны хулине службăна лекет. Кунта çĕршывĕпех паллă Чапаев ячĕллĕ дивизи вырнаçнă. Лекет тени тĕрĕсех те мар, пултаруллă йĕкĕте комсомол путевкипе унта яраççĕ.
1971 çултан вара унăн электроэнергетикăри ĕç стажĕ пуçланать. Кăнтăр электричество сечĕсен Комсомольскинчи подстанцийĕнче ĕçлеме тытăнать. Малтан ахаль монтер, техник пулса вăй хурать. Ăсталăхĕ ÿссе пынă май ăна мастера куçараççĕ. 1985 çулта вара начальник пулма шанаççĕ. Унтанпа 23 çул вăл çак ĕçре. Асăннă предприятире ку вăхăтра чылай улшăну пулнă. Ячĕ те ылмашса тăнă, ĕç калăпăшĕ те пысăкланнă, тĕрлĕ вăхăтра йывăрлăхсем те чылай пулнă. Халăха электричествăпа тивĕçтерессин шайне лайăхлатас тесе Олег Николаевич пайтах тăрăшнă. Кивĕ подстанцисене улăштарма тивнĕ, юсав ĕçĕсем те тăтăшах тунă. Пĕлÿ шайĕ çителĕксĕр пулнине туйса Олег Николаевич Санкт-Петербургри техника университетĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă.
Начальникĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Кадрсемпе те пĕр чĕлхе тупмалла, халăх ыйтăвне кирлĕ шайра тивĕçтерес тĕлĕшпе те ĕçлемелле, пурлăхпа техника никĕсне те çирĕплетмелле. Ăçтан пурне те каласа пĕтерĕн;
Акă, юлашки çулсенче халăха çĕнĕ меслетпе СИПпа (самонесущие изолированные провода для жилых домов) электричествăпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлеççĕ. Кун пек чухне пурăнмалли уйрăм çуртсенчи счетчиксене урамра вырнаçтараççĕ. Тукай ялĕнче çак меслете ĕçе кĕртнĕ. Çĕнĕрен тăвакан çуртсенче тÿрех çапла тăваççĕ.
Олег Николаевичпа калаçса ларнă май вăл хăй çинчен сăмах вакласшăнах пулмарĕ. Ытларах пĕрле ĕçлекенсем пирки сăмахларĕ. Коллективра 15 — 20 çул тăрăшакансем те пур. Вĕсем çав хушăра темле лару-тăрăва та лексе курнă. Хăйсен ĕçне пĕлсе тăваççĕ, çамрăксене те пулăшаççĕ. А.А.Можаев диспетчер, А.А.Краснов, В.Н.Совин электромонтерсем, Л.П.Денисова техник — хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстасем.
Тăрăшать О.Н. Матросов ертсе пыракан коллектив. Халăх çутăсăр ан юлтăр, производство чарăнса ан лартăр тесе çине тăрать.
Источник: "Каçал Ен"