28 июня 2008 г.
Шан та тĕрĕсле, текен каларăш ахальтен тухман пулĕ. Комсомольскинче пурăнакан Ш. та 15 çулхи ар çын ачана И-не шанса килне хăварнă. Хăй ĕçре чухне хăрарăмăн пĕчĕк ачисене пăхнă. Кăçалхи февралĕн 29-мĕшĕнче вара И. сăтăрла ĕç пурнăçланă. Ш. ĕçрен таврăнсан пĕрлех апатланнă, телевизор пăхнă. Хăрарăм хăй паян ĕç укçи илни çинчен пĕлтернĕ. Çакна илтсен И. пуçне усал шухăш пырса кĕнĕ. Ш. çывăрма выртсан унăн шăлавар кĕсйине ухтарма тытăннă. Пĕр пин тенкĕлĕх тата 500 тенкĕлĕх виçĕ укçа кăларса илнĕ. Ун хыççăн юлташĕсемпе хĕрлĕ эрех, апат-çимĕç туянса килне таврăннă. И. хăй айăпне йышăннă. Тăкакланнă хыççăн юлнă укçа-тенкĕне каялла тавăрса панă. Айăпне йышăннине тата укçа-тенкĕне тавăрса панине суд шута илнĕ. Çапла вара ăна условнăй майпа 1 çул та 6 уйăхлăха ирĕк прависĕр хăварма йышăннă. Пĕр çуллăха арçын ача тĕрĕслевре пулать. Çак вăхăтра унăн ниçта та тухса кайма юрамасть.
И-не пĕлтĕр те судпа айăпланă, пин тенкĕ тÿлеттернĕ. Çак приговор çамрăка ăса кĕртĕ-ши, çын япалине ыйтмасăр илме юраманни çинчен урок парĕ-ши;
Шел пулин те, çамрăксем, çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвакансем сахал мар. Вĕсем ытларах вăрланипе, çаратнипе, вăйсăртарах ачасенчен укçа туртса илнипе çыхăннă. Милици аллине çаклансан е çул çитменнисен комиссине лексен ÿкĕнеççĕ те. Анчах чавса çывăх — çыртма çук. Вĕсен е ашшĕ-амăшĕн явап тытмах тивет. Çавăнпа та ачасен пĕр-пĕр сăтăрла ĕç тăвиччен шутласа пăхмаллах.
М.ЕВДОКИМОВА,
Источник: "Каçал Ен"