АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркоманирен ачасене хÿтĕлесчĕ

28 июня 2008 г.

 

НАРКОМАНИ тата ачасем. Çак сăмахсем паян час-часах пĕрле илтĕнеççĕ. Анчах та хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ çак çыхăнăва асăрхамасть: кун пекки хăйсемпе тата çывăх çыннисемпе пулма пултараймасть тесе шухăшлать. Шел те, общество çак сĕмсĕрле хăрушлăх тапăнса пыничен тивĕçлĕ хÿтĕлейменнине йышăннă.

Наркомани вăл — ăс-тăна тĕтрелентерекен наркотик япаласем патне туртăм пурри, вĕсемсĕр пурăнайманни. Çак тĕллевпе тĕрлĕ япалапа — чăн наркотиксемпе тата эмелсемпе усă кураççĕ.

Ачана, çул çитмен çамрăка наркотике иленме тĕрлĕ сăлтав хистет: юлташĕсен витĕмĕ, хăйне ирĕклĕ, никама пăхăнман пек туйма хăтланни, йывăр ыйтусенчен пăрăнма тăрăшни тата ытти те. Сăлтавĕ тĕрлĕрен, анчах пĕлтерĕшĕ пĕрре — çул çитмен çамрăка наркотиксемпе хăйĕн пайтишĕн кăсăклантарас тĕллевлĕ çын витĕмĕ. Мĕнле препарат ĕçнине кура активлăхĕ ÿсет е чакать. Активлăхĕ ÿснĕ çын хăйне çăмăл, çаврăнăçуллă, вăйлă, тем те тума пултарнăн туять. Активлăх чаксан вара çемçетсе-лăплантарса ярать, кирек мĕнле йывăрлăх та манăçнă пек туйăнать. Наркотикпа темиçе хут усă курсанах çын унăн тĕпсĕр авăрне кĕрсе ÿкет, ăна психика тĕлĕшĕнчен парăнать. Наркотиксене тата ытларах парăнасси вара вăл организмри тĕртĕмсен хими йышне кĕрсен пулать. Çакна пула наркотик пĕтĕм организмăн биологипе хими шайлашăвне сыхласа хăварма кирлĕ услови пулса тăрать. Вăл организмра çук чухне çын вĕчĕрхенме, тарăхма, урма пуçлать, тимлĕхĕ пĕтет, час ывăнать, ăна пĕтĕмпех шанчăксăр, йывăр туйăнать. Пĕртен-пĕр шухăшĕ — кирек мĕнле пулсан та наркотик тупасси. Унсăрăн пуçĕ ыратать, нервĕсем карăннипе чĕтретет, ал-ури çывăрса каять, мышцисем хутланаççĕ. Халь вăл — кĕлеткипе те, психикипе те наркотик тыткăнĕнче.

Минретекен япаласăр пурăнайманни наркомансене преступлени çулĕ çине тĕкет. Вĕсем вăрлама, аптекăсене çĕмĕрсе кĕме, çынна вĕлерме те пултараççĕ. Организмĕ наркăмăшланнипе шалти органсем, уйрăмах пĕверпе пÿре, чирлеççĕ. Наркомансен ÿтĕн пÿрлĕ чирĕсем, тромбозсем, венăсен шыççи, гепатит, СПИД, венери чирĕсем час-часах тĕл пулаççĕ. Наркотик виçине ытлашши ÿстернипе наркăмăшланни, тăна çухатни, вилни те сахал мар.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Эсир хăвăрăн ачана çак самантра уншăн мĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлетĕр. Унпа наркотик сиенĕ, вăл унăн пуласлăхне, сывлăхне мĕнле витĕм кÿме пултарасси çинчен калаçмалли пирки ан манăр. Ăна наркотике илĕртсе е вăйпа сĕнекен çынсене хирĕç «çук» тесе çирĕппĕн хуравласси — сирĕн тивĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика