28 июня 2008 г.
Районта, республикăри пекех, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем вĕçленнĕренпе вăхăт чылаях иртрĕ. Уйрăлу каçĕсем те пулчĕç. Çапах та кашни вĕренекенех пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен тулли пĕтĕмлетĕвĕсемпе танлаштарăвĕсем кăсăклантараççĕ.
Кăçал шкул пĕтерекен 418 ача асăннă экзаменсене вырăс чĕлхипе тата математикăпа обязательнăй йĕркепе тытнă. Вĕсенчен 39-шĕ вырăс чĕлхипе “5” паллă, 141-шĕ — “4” паллă, 184-шĕ — “3” паллă, 52-шĕ “2” паллă илнĕ. Пиллĕклĕх тытнисем ытларах Комсомольски 2-мĕш (12 вĕренекен), Урмаел (9 ача), Комсомольски 1-мĕш (8 ача) вăтам шкулĕсенче. Хирти Явăш, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Хирти Мăнтăр, Нĕркеç вăтам шкулĕсенчи ачасен пĕлĕвĕ чи пысăк паллăна тивĕçеймен. Тăманлă Выçли, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕсенче “2” паллă илекенсем пĕрре те пулман пулсан, Урмаел тата Аслă Чурачăк ялĕсенчи 9-шар вĕренекен пĕлĕвне çак паллăпа хакланă.
Математикăпа 11-мĕшсенчен Комсомольски 2-мĕш тата Асанкасси вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем лайăх пĕлÿ кăтартнă. Вăтамран 4,2-шер бала тивĕçнĕ. Ку предметпа Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ 29 ача “5” паллăна тивĕçнĕ. Урмаел вăтам шкулĕнчи 24 ачан пĕлĕвне те пысăк паллăпа хакланă. Çапла вара кăçал математикăпа 418 вĕренекенрен 90-шĕ “5” паллăна тивĕçнĕ. “4” паллă илнисем 187-ĕн, “3” паллăпа хакланисем 115-ĕн пулнă. 26 ача пĕлĕвне “2” паллăпа хакланă. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Тăманлă Выçли, Хирти Мăнтăр, Хырай Ĕнел, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсенчи ачасем чи пĕчĕк паллăна тивĕçмен.
Кăçал шкул пĕтерекенсем пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене пĕтĕмĕшле мĕнле тытнă-ха; Ку енĕпе Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ чи пысăкки пулни палăрать. Вĕсем икĕ предметпа та аван кăтартусем тунă. Асанкассисем те маттур. Вĕсем те ытларах “5” тата “4” паллăсем илнĕ. Аслă Чурачăк, Хирти Явăш, Шурут вăтам шкулĕсен кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ. Унти вĕрентекенсен шухăшласа пăхмалли пур.
11-мĕшсем суйласа илсе тата ытти экзаменсене те тытнă: ют чĕлхесем (акăлчан, француз, нимĕç чĕлхисем), информатика тата информаци-коммуникаци технологийĕсем (ИКТ), хими, обществознани, Раççей историйĕ, физика, географи, биологи, литература.
Кăçал 9-мĕш класс пĕтерекенсем те патшалăх аттестацийĕ витĕр тухрĕç. Вĕсен экзаменсене виçĕ предметпа памалла пулчĕ. Вырăс чĕлхипе тата математикăпа — пурин те, 1 экзамен — вĕренекен хăй суйласа илнĕ предметпа. Районти шкул ачисем чăваш чĕлхипе 97-ĕн, вырăс чĕлхипе тата алгебрăпа 181-шерĕн, биологипе 4-ăн, физикăпа 11-ĕн тĕрĕслев витĕр тухнă. Пĕр ача та “2” паллă илмен. Тăххăрмĕшсем алгебрăна лайăх пĕлни курăнать. 181 ачаран 92-шĕ “5” паллă илнĕ. Вырăс чĕлхипе экзаменсенче 111 ача “4” паллăна тивĕçнĕ.
Пĕрлехи патшалăх экзаме-нĕсем вĕçленнĕ. Шкул пĕтернисене халĕ аслă, ятарлă е вăтам професси паракан вĕренÿ заведенийĕсем кĕтеççĕ. Вунпĕр-мĕшсемпе вуннăмĕшсен çу ку-нĕсенче вăй пухса çитес вĕренÿ çулĕнче тарăн пĕлÿ илме тăрăшмалла.
Источник: "Каçал Ен"