АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче тимлĕхе ан çухат

28 июня 2008 г.

 

Руль умне ларсан асăрханулăх пирки пĕр çеккунтлăха та манма юрамасть. Анчах та хамăра паттăртарах кăтартас тесе-ши, автотранспорт хăвăртлăхне те ÿстеретпĕр, çул-йĕр правилисене пăхăнассине те манатпăр. Хăшĕ-пĕри ÿсĕрлех руль умне ларма та шикленмест. Кун пек хăтланни авари патне илсе çитерет-çке. Акă, районта кăçалхи 5 уйăхра 7 авари пулнă. Инкекре 2 çын вилнĕ, 6-ăн аманнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аварисен шучĕ чакнине палăртма кăмăллă. Автомашинăсăр пуçне мототранспорт хатĕрĕпе çыхăннă 3 аварие шута илнĕ. Пĕлтĕр 2 авари пулнă.

Водительсем автотранспорт хăвăртлăхне ÿстерни, çул-йĕр правилисене пăхăнманни — инкексен тĕп сăлтавĕ. Çуран çÿрекенсем те асăрханусăр.

Кăçал Комсомольски ял поселени территорийĕнче 3 авари пулнă (2007 çулта 9 авари регистрациленĕ). Канмалли кунсенче уйрăмах аварисен шучĕ пысăк. Водительсем çак кунсенче хăйсене ирĕкрех туяççĕ пулас, тимлĕхе çухатаççĕ.

Пилĕк уйăхра районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД ĕçченĕсем 45 предприятире тĕрĕслев

ирттернĕ. Асăрхаттарса пуçлăхсем пирки 45 предписани çырнă. Çавăн пекех чылай предприятипе организацири водительсене рейса тухас умĕн тата таврăннă хыççăн тĕрĕсленĕ.

Çул çинче çÿрекен автотранспорт хатĕрĕсене тĕрĕсленĕ май 1796 кăлтăк тупса палăртнă. 84 водитель ÿсĕрпе руль умне ларни паллă. Пĕлтĕр 82 тĕслĕх пулнă. 2008 çулхи 5 уйăхра çул-йĕр правилисене пăснă, йĕркене пăхăнса ĕçлеменнипе çыхăннă ĕçсене суда янă. Административлă йĕркепе айăпласа 364450 тенкĕлĕх штрафланă. Административлă 607 ĕçе ытти регионсемпе районсене ярса панă.

Районта профилактика мероприятийĕсем ирттерес енĕпе те чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Кăçал пурĕ 19 рейд, 17 операци йĕркеленĕ. Çак вăхăтра йĕркене пăснă 154 тĕслĕх тупса палăртнă, ÿсĕр 16 водителе тытса чарнă.

Саккун çирĕп ыйтать пулин те, водительсем руль умне ÿсĕр ларма пăрахманни тĕлĕнтерет.

Автотранспорт хатĕрĕсене кирлĕ пек пăхса тăманшăн должноçра ĕçлекен 12 çынна явап тыттарма тивнĕ.

Ачасене инкекрен сыхлас, çул йĕр правилисемпе паллаштарас тĕлĕшпе вырăна тухса çÿресе калаçусем, тĕл пулусем йĕркеленĕ. Шкулсенче, ача сачĕ-сенче, предприятисенче пулнă. Интереслентерекен ыйтусем çине туллин хуравланă. Уйрăмах ачасемпе тĕл пулса калаçни паха. Вĕсен çул-йĕр правилисене пĕлмелле, пăхăнмалла. Вылянă чухне те, çул çинче те асăрхануллă, тимлĕ пулмалла.

Районта пĕтĕмĕшле 190,03 километр автоçул шутланать: çав шутран федераци пĕлте-рĕшли — 28,6 километр, республика çулĕ — 91,8, вырăнти — 69,36 километр. Кăçал районти автоçулсене пăхса, тĕрĕслесех тăнă. Йĕркене пăснине тупса палăртса çул-йĕр юсакан организацисене 48 предписани панă. Çитменлĕхсене кĕске вăхăтрах пĕтерме сĕннĕ.

Çул çинче тимлĕрех пулмалли пирки час-часах калатпăр. Анчах та çакна яланах ăша хывмастпăр пулас. Инкеке лексен чавса çывăх та çыртма çук пулса тухать. Çул çине тухсан çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма чĕнсе каласшăн, хăвăртлăха та ан ÿстерĕр.

 

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика