28 июня 2008 г.
Юлашки вăхăтра транспорт хатĕрĕсен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Мотоциклпа çÿрекенсем те йышланчĕç. Çамрăксем ытларах çак ха-тĕрпе çÿреççĕ. Хăйсем руль умне правасăрах лараççĕ. Мотоциклĕсене те регистрацилемен. Яланах “вăрттăн” çÿреме май килет теççĕ-ши; Çук çав. Пĕрмаях шутланă пек пулмасть. Инкекĕ те куçа курăнса килмест. Акă, кăçал районта мотоциклпа çыхăннă 3 авари пулнă, вĕсенче 5 çын аманнă. Телее, вилекенсем пулман. Пур тĕслĕхре те руль умĕнчи водительсен прависем пулман. Çамрăксене ашшĕ-амăшĕсен çирĕпрех тытмалла. Мотоциклпа ирĕккĕнех çÿреме чармалла. Унсăрăн явап тытма та тивет.
Акă пĕр тĕслĕх илсе кăтартар. Май уйăхĕн 17-мĕшĕнче çĕрле 1 сехет те 30 минутра Йÿç Шăхаль ялĕнче, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç каччи И.Н.Чуммин “Восход - 3М” мотоциклне пăхăнтараймасăр çул хĕррине чăмать. Мотоциклăн регистраци номерĕ те çук, водителĕ те правасăрах пулнă. Аманнă каччăна Патăрьел больницине леçнĕ. Ăна, саккуна пăхăнмасăр руль умне ларнăшăн, явап тыттарнă, административлă майпа 5 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Кун пек инкексенчен сыхланасчĕ, çул çинче тимлĕрех пуласчĕ. Руль умне ларатăн пулсан çула правасăр ан тух. Мотоцикл та юсавлă пулмалла.
Источник: "Каçал Ен"