АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă пулсан тĕрлĕ халăх -пурах çав сăлтав савăнмалăх

28 июня 2008 г.

 

Июнĕн 24-мĕшĕнче халăх Республика кунне уявларĕ. Мероприятисем чылай маларах пуçланнă, халĕ те тĕрлĕ куравсем, выставкăсем, конференцисем пыраççĕ. Акă, Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пыракан “Русская песня” ансамбль, тĕрлĕ хуласемпе облаçсенчен килнĕ коллективсем июнĕн 18-мĕшĕнчех Шупашкарта пулнă, тепĕр кунне Елчĕкре пысăк концерт кăтартнă. Республика халăхĕпе пĕрле савăнма уявсене Раççей Геройĕ, РФ Хăрушсăрлăх службин авиаци управленийĕн пуçлăхĕ, пирĕн ентеш Н.Ф.Гаврилов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем П.В.Семеновпа Раççей Геройĕ, Н.М.Бударин летчик-космонавт, Тюмень облаçĕнчи Нефтеюганск хулин мэрĕ, пирĕн ентеш В.Н.Семенов, паллă шоумен, телеертÿçĕ Л.А. Якубович тата нумай-нумай чаплă хăна хутшăннă.

Уяв, тĕпрен илсен, Шупашкар хулинче, Муркаш тата Йĕпреç районĕсенче иртнĕ.

Йĕпреç.

Июнĕн 23-мĕшĕнче Пучинке тăрăхĕнчи илемлĕ вырăна пуçтарăннă халăх ЧР Президентне Н.В.Федорова тата вăл ертсе пыракан официаллă делегацие тараватлăн, çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Сцена çинелле çул тытнă май Президент тата хăнасем халăх ăстисен куравĕпе паллашнă. Унта хăваран авса тунă тăпăл-тăпăл карçинккаран пуçласа тĕрлĕ тĕспе çиçекен кавирсем, тĕрĕсем таранах пулнă. “Аваллăхран юлнă паха меслетсене упрани, вĕсене паянхи вăхăт тĕсĕсемпе пуянлатса пыни — пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç”,— палăртнă Николай Васильевич.

Вăл халăха Республика кунĕ ячĕпе саламланă. Район пуçлăхĕ А.И.Петров ку тăрăха мĕншĕн “Камай уйĕ” ят панипе кĕскен паллаштарнă. Николай Васильевич района хăватлă пушар машини парнеленĕ.

Уява лашасем уйрăмах илем кÿнĕ. Вĕсемпе тĕрлĕ ăмăртусем иртнĕ. Халăх Шупашкар рай-

онĕнчи “Отрадное” хуторĕнчен килнĕ юланутçă-касаксен пултарулăхне курса тĕлĕннĕ. Ĕç лашисемпе тĕрлĕ тиев турттарса, инçĕшне чуптарса тата ытти

енĕпе те тупăшнă. Сухаçăсен ăмăртăвĕ те иртнĕ. Çав кунах Чăваш Республикинчи ял поселенийĕсен командисен II спартакиади, “Кĕрешÿ”наци кĕре-шĕвĕн республикăри ăмăртăвĕ пулнă, хăйнеевĕр тупăшусем те иртнĕ: хапха урлă кире пуканĕ ывăтса, пĕрене çинче михĕпе çапăçса, пилĕк пăт таякан миххе хулпуççи çине хурса, ларса ура çине тăрса, тиевлĕ урапана турт-са, кĕвентепе тулли шыв витрисем йăтса чупса тата ытти те.

Июнĕн 23-мĕшĕнчех тĕрлĕ обьектсене хута янă. “Энĕш - Савкка - Çĕнĕ Кĕлĕмкасси» автоçула, Буинскра Хĕр шывĕ çинче водоотвода, Йĕпреçре 31 хваттерлĕ пурăнмалли çурта, юсаса çĕнетнĕ хыççăн чукун çул станцин çуртне уçнă. Йĕпреçри культура çурчĕ умĕнчи скверта маларах Раççей Геройне, районти Çăкалăх ялĕнче çуралса ÿснĕ Леонид Константинова чысласа çар вертолетне постамент çине вырнаçтарнă пулнă. Ун патĕнче митинг иртнĕ. Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх службин авиаци управленийĕн пуçлăхĕ, Раççей Геройĕ, пирĕн ентеш Н.Ф.Гаврилов сăмах каланă. ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров ăна Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.

Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пыракан “Русская песня” ансамбльпе ытти коллективсем уява килнисене савăнăçлă юрă-ташă парнеленĕ.

Июнĕн 24-мĕшĕнче Йĕпреçре Акатуй иртнĕ. Вăл кун “Чи лайăх вăрман касакан - 2008” республикăри професси ăсталăхĕн конкурсĕ пулнă. Унта чылайăн хутшăннă. “Йĕпреç çĕрĕ талантсемпе пуян” декораци-прикладной искусство ĕçĕсен суту-илÿ выставки, “Йĕпреç районĕ — Чăваш Енĕн ÿпкипе чĕри” сăнÿкерчĕксен куравĕ хăйсем патне йыхравланă.

Спорт ăмăртăвĕсем те чылай пулнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри ăмăртăвĕсенче, пляж волейболĕнче вăйлисем çĕнтернĕ. Концертсем, фестивальсем, конкурссем те иртнĕ.

Муркаш.

Июнĕн 23-мĕшĕнчех кунта пурăнакансем хăнасене тарават кĕтсе илнĕ. Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне, Кашмашри культура çурчĕн никĕс культура учрежденине (республикăра ун евĕрли пĕрремĕш), Москакасси ялĕн-че “Çеçпĕл” Шупашкарти предприяти” АХО производство комплексне, “Мăн Сĕнтĕр - Ильинка-Апчар» автомобиль çулне тата республика пĕлтерĕшлĕ «Атăл М-7» «Мăн Сĕнтĕр-Шашкăрвăрри” пристаньти автоçулăн юсаса çĕнетнĕ пайне уçнă. Объектсене хута янă ятпа иртнĕ митингсене ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕ Н.Суслонова, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕсен министрĕ Р.Лизакова тата ытти хăнасем те хутшăннă. Вĕсемсĕр пуçне муркашсене саламлама ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.Стальская, РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ В.Петьков, РФ Перекет банкĕн республикăри ертÿçи В.Александров, Раççей Геройĕсем Е.Борисовпа Г.Ирейкин тата ытти хăнасем çитнĕ. Муркаш урамĕсемпе картингистсем иртнĕ. А.Стальская ЧР Президенчĕн саламне вуласа панă, унăн чи сумлă парнине, КамАЗ пушар машинин уççине, район пуçлăхне Ю.Иванова панă. Ытти хăнасем те парнесĕр килмен.

“Чăваш Ен, эпир сана мухтаса юрлатпăр!”, “Раççей çăл куçĕсем” фестивале хутшăнакансен концерчĕ уява малалла тăснă. Тĕп лапамра “Ылтăн алă” фольклорпа этнографи куравĕ ĕçленĕ. «Картишне» кĕрсен тăван халăхăн ĕлĕкхи, хальхи пурнăçĕпе, вĕсен ăсталăхĕпе паллашма май пулнă.

“Сывлăх” физкультурăпа спорт комплексĕнче кире пуканĕ йăтас, бокс, ирĕклĕ мелпе кĕрешес, вĕрен туртас, волейболла выляс енĕпе ăмăртусем иртнĕ. Сала çумĕнчи ипподромра лаша спорчĕн ăстисем хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Шупашкар.

Тĕп хуламăра Республика кунне уявлама эрне маларахах хăнасем килме пуçланă. Уяв программи тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пулнă. Июнĕн 20-мĕшĕнче “Управлени. Экономика. Аталану” экономика форумĕ иртнĕ. Ун ĕçне 18 ют çĕршыв представителĕсем хутшăннă. Вĕсенчен 8-шĕ — чрезвычайлă тата полномочиллĕ представительсем. Форумра РФ Президенчĕн Атăлçи Федераллă округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Г.Рапота, ЧР Президенчĕ Н.Федоров, Кени çĕршывĕн Раççейри посолĕ Соспитер Магита Мачаге тухса калаçнă. Экономикăн паянхи çивĕч ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Çак кунах “Регионсем — пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси” регионсем хушшинчи 15-мĕш выставка уçăлнă. 3 кун ĕçлесе унта республика 4 миллион та 500 пин тенкĕлĕх оборудовани сутма килĕшÿ тунă.

Июнĕн 21-мĕшĕнче наци библиотекин пирвайхи реконструкцийĕн презентацийĕ пулнă. Унта ЧР Президенчĕ Н.Федоров, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕсен министрĕ Р.Лизакова тата ыттисем те хутшăннă. Библиотекăра халĕ электрон вулав залĕ, Интернет зал, Право информаци центрĕ пур.

Йытăсен ăратне сертификацилекен Пĕтĕм Раççейри курава хутшăнакансем чылайăн пулнă. Курма килекенсем тĕрлĕ ăратлă йытăсемпе паллашнă.

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн парнисене çĕнсе илессишĕн “Раççей ăстисем” Пĕтĕм Раççейри VI конкурса ăстасем тĕрлĕ япала тăратнă. Уйрăмах Ехрем купса бульварĕнче “Алăпа ăсталанă Раççей” декораци-прикладной тата сăнарлă искусство ĕçĕсен выставкине хутшăнакансем йышлă пулнă. Унта пурĕ 78 ăста хутшăннă. 37-шĕ — республика тулашĕнчен. Калмăк, Мордва, Удмурт, Мари Эл республикисенчен, Мускав, Чулхула, Иваново, Владимир, Краснодар, Киров, Самар облаçĕсенчен пуçтарăннă. Çĕнтерÿçĕсене тĕрĕ, йывăçа касса эрешлесси, шăрçапа тĕрлесси, пир тĕртесси, халăх пуканийĕ, теттесем тăвасси — пурĕ 10 номинаципе хакланă.

«Раççей çăл куçĕсем» Пĕтĕм Раççейри фестиваль 16-мĕш хут иртнĕ. Кăçал унта Владимир, Волгоград, Иваново, Киров, Мускав, Чулхула, Оренбург, Рязань, Саратов, Тюмень, Тверь, Сверд-ловск, Ульяновск, Ярославль, Самар облаçĕсенчен, Краснодар, Красноярск, Пермь крайĕсенчен, Ненец автономи окру-гĕнчен, Пушкăртстан, Тутарстан, Коми, Калмăк, Мордва, Удмурт, Мари Эл республикисенчен фольклор ансамблĕсем килсе çитнĕ. Бельгирен “Динамо” коллектив, Эрмен Республикинчи “Мика” этнографи ташă ансамблĕ хутшăннă.

Фестивале уçнă май Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров республикăра июнĕн 18 — 24-мĕшĕсенче Раççейри 58 субъект, чикĕ леш енчи 24 çĕршыв представителĕсем пулса курни çинчен пĕлтернĕ.

“Раççей çăлкуçĕсем” фестивале хутшăнакансем республикăри чылай хулапа районта концертсем кăтартнă.

Июнĕн 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ Лапамра çемье художество пултарулăхĕн “Эпĕ, эсĕ, вăл, пĕрле — туслă çемье!” тата Чăваш Ен фольклор коллективĕсен “Сăрпа Çавал кĕввисем” республика фестивалĕн икĕ гала-концерчĕ иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсене лауреат дипломĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.

Республика кунĕнче тата чылай-чылай мероприяти иртнĕ. Унта республикăри, çĕршыври, чикĕ леш енчи çĕршер, пиншер çын хутшăннă, хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне кăтартнă. Пирĕн район çыннисем те унта савăннă. Хăнасем чăвашсен тараватлăхĕпе кăмăллă юлнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика