28 июня 2008 г.
Республика кунĕнчи мероприятисем тухăçлă та тĕрлĕ енлĕ пулчĕç. Пысăк уява пирĕн районти пултаруллă ташăçăсемпе юрăçсем те хутшăннă. “Уçă саслă ачалăх” республикăри фестиваль-конкурсра Урмаел вăтам шкулĕн вокал ансамблĕ лауреатăн III степеньлĕ дипломне çĕнсе илме пултарнă. Республикăри ача-пăчасен хореографи коллективĕсем хушшинче иртнĕ “Здравствуй, мир!” гала-концертра искусство шкулĕн “Островок” ташă ушкăнĕ (ертÿçи Т.Иванова) I степеньлĕ лауреат ята çĕнсе илнĕ.
“Мишар” ансамбль каччисем (ертÿçи Ф.Гибатдинов) “Халăх ташши” номинацире I степеньлĕ лауреат ята тивĕçнĕ.
“Туслăх кăшăлĕ” наципе-культура пултарулăх коллективĕсем хушшинче йĕркеленĕ VII фестивальте “Мишар” ансамбль “Наци культурине вăйлатнăшăн, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетнĕшĕн, пултарулăхшăн” диплома тивĕçнĕ. Район чысне çÿллĕ шайра тытнă каччăсемпе хĕрсене, вĕсен ертÿçисене саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр. Кунта ертÿçĕсен пысăк тÿпи пуррине те палăртма кăмăллă.
Источник: "Каçал Ен"